Аслă Петĕр кӳлмекĕ
Аслă Петĕр кӳлмекĕ — Япон тинсĕн Тинĕсçум Енĕн (Раççей) чи пысăк кӳлмекĕ.
Тинĕсçум Енĕн кăнтăр енче, тухăçра Поворотный сăмсахĕпе, анăçра Туманная юханшыв вăрри хушшинче вырнаçнă[1].
Кӳлмек тăршшĕ çурçĕртен кăнтăралла 80 км яхăн, анлăшĕ чи сарлаки анăçран тухăçалла — 200 км яхăн[1]. Лаптăкĕ — 9000 км² яхăн, çыран хĕрри тăршшĕ — 1500 км, тăварлăхĕ — 32—34 ‰.
Кӳлмекĕн çыранĕсем питĕ татăклă та çавăнпа шалти кӳлмексем пур: Посьет, Славян, Амур, Уссури, Стрело́к, Восток, Находка кӳлмекĕсем.
Кӳлмекре300 ытла тĕслĕ пулă çӳрет, çулла çанталăк ăшăнсан кăнтăрти 105 тĕсли те кунта çитет[2].
Аслă Петĕр кӳлмекĕн хĕрринче вырнаçнă хуласем: Владивосток, Находка, Большой Камень, Фокино, çаплах Лăпкă океанри Раççейĕн чи пысăк порчĕ — Восточный.
Утравсем: Русский, Попов, Рейнеке, Рикорд, Моисеев, Фуругельм, Аскольд, Путятин, Римский-Корсаков архипелагĕ, Пахтусов, Желтухин, Два Брата.
Хĕл каяс умĕн юхса çӳрекен пăрсем пĕчĕк кӳлмексене тата Аслă Петĕр кӳлмекĕн чылай пайне хуплаççĕ[1].
1855 – 1859 çулсенче Виктория кӳлмекĕ ятлă пулнă[3].
1860—1863 çулсенче кӳлмекĕн хĕррине, вырăс-корей чиккине çити, çаплах Аскольд, Путятин тата 25 пĕчĕкрех утрава карттă çине тинĕс-çар гидрографĕ Василий Матвеевич Бабкин çырса хунă[4]. В 1888—1891 кӳлмекĕн кăнтăр пайне Тухăç океанри Уйрăм фото ӳкернĕ. Ĕçсене К. П. Андреев лейтенант ертсе пынă, паллă гидролог Н. В. Морозов та хутшăннă[5].
Çулсерен кӳлмекре мĕнпур раççейри «Аслă Петĕр кӳлмекĕн кубокĕ» парăс регати (КЗПВ) иртет.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Петра Великого залив // Перу — Полуприцеп. — М. : Большая российская энциклопедия, 2014. — С. 89. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 26). — ISBN 978-5-85270-363-7.
- ^ Андрей Дементьев - Что ждать рыбакам от лосося в путину-2017? // Fishnews.ru, 2017, утă, 5
- ^ Peter the Great Bay // статья из Encyclopædia Britannica Online.
- ^ Магидович В. И., Магидович И. П. Очерки по истории географических открытий. — Т. 4. — М., 1985.
- ^ Ш. Р. Гойзман: Морозов, Николай Васильевич . Малая Курская Энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 15 Пуш уйӑхӗн 2016.
Литература
- Жирмунский А.В. . — Л.: Наука. — 362 с.
- Никольский А. М. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
Каçăсем
- Прибрежная зона Японского моря и залив Петра Великого // Дальневосточный геологический институт ДВО РАН.
- . — М.: Роскартография. — Т. 1. — С. 282. — 496 с. — 3000 экз. — ISBN 5-85120-217-3.