Ахаль куккук
Куккук - кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк. Куккуксен йышне кĕрет. Çăмартисене пирĕн тăрăхра 9-тан ытлашши тумасть. Кашни çăмартине 2-3 кунтан хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнакан кайăксен йăвине хурать. Çăмартине тăвиччен кирлĕ кайăк йăвине шырса тупать, унтан çывăхра вăрттăн пытанса йăвара ларакан кайăк апатланма тухасса чăтăмсăррăн кĕтет. Йăва пушансанах хăвăрт кăна (10-12 çеккунтра) çăмартине туса хăварать. Куккук чĕппи тухсанах ют çăмартасене, чĕпсене йăваран кăларса пăрахать. Пĕччен çеç юлать. Куккук çăмартине пур кайăк та йышăнмасть: вĕлтрен кайăкĕ куккук çăмартине йăваран кăларса пăрахать, вут хӳре ют çăмарта пуррине курсанах вăл йăвана урăх лармасть, шĕпшĕлсем, пысăк кăсăясем, пăрчăкансем, чакаксем, ула кураксем çывăхра куккук пуррине курсанах ăна хăваласа яма пуçлаççĕ. Куккук ытти кайăксене сăтăр тăвать пулсан та, питĕ усăллă кайăк: вăл тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсене пуринчен те ытларах пĕтерет. Пирĕн тăрăха çу уйăхĕнче вĕçсе килет.
Литература
- Аристотель. . . — Издательский центр РГГУ. — 528 с. — ISBN 5-7281-0049-X.
- Гаврилов Э. И., Иванчев В. П., Котов А. А., Кошелев А. И., Назаров Ю. Н., Нечаев В. А., Нумеров А. Д., Приклонский С. Г., Пукинский Ю. Б., Рустамов А. К. . . — М.: Наука. — 400 с. — ISBN 5-02-005507-7.
- Иванов А. И., Козлова Е. В., Портенко Л. А., Тугаринов А. Я. . . — М.: Изд-во АН СССР, 1953. — 344 с.
- Коблик Е. А. . . — Изд-во Моск. ун-та. — 358 с. — ISBN 5-211-04072-4.
- Мальчевский А. С. . . — Л.: Изд-во Ленинградского ун-та. — 264 с. — (Жизнь наших птиц и зверей. Вып. 9). — 25 000 экз.
- Рябицев В. К. . . — Екатеринбург: Изд-во Уральского университета. — 608 с. — ISBN 5-7525-0825-8.
- Степанян Л. С. . . — М.: Академкнига. — 808 с. — ISBN 5-94628-093-7.
- Payne, Robert B. . . — Barcelona: Lynx Edicions. — ISBN 8487334229.
- Payne, Robert B. . . — Oxford University Press. — 644 p. — ISBN 0198502133.