Ахаль тур качаки

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Caprimulgus europaeus 1200x855.jpg

Тур качаки - шăнкăрчран самаях пысăк кайăк, çакă унăн хӳрипе çунаттисем вăрăм пулнинчен те килет. Çăмартисем (2) шурă, хăмăр пăнчăсемлĕ. Ятарласа йăва тумасть, типĕрех çулçăсемлĕ вырăна тăвать çăмартине. Чĕпписем утă уйăхĕнче тухаççĕ. Йăви патĕнче хăрушлăх пулсан ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ хусканусем туса тăшмана аякалла илĕртсе каяççĕ. Тур качаки каçхи кайăк, çавăнпа та ăна курма питĕ йывăр. Кăнтăрла вăл пытанса пурăнать. Каçхи хурт-кăпшанкăсемпе тăранса пурăнать. Лайăх курма ăна пысăк та çивĕч куçĕсем пулăшаççĕ. Çынран ытлашши хăрамасть. Çуркунне ака уйăхĕн вĕçĕнче килеççĕ, чĕпписем утă уйăхĕнче, ыттисем çурла уйăхĕнче кăнтăралла çул тытаççĕ. Пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă кайăк, вĕсене эпир сайра тĕл пулни вĕсем ытларах каçхине вĕçнĕрен тата хăйсем хура тĕслĕ пулнăран килет, ăна сассинчен кăна палласа илме пулать.

Тур качаки ареалĕ
Йăвара
Caprimulgus europaeus
  • N. Cleere. 1999. Family Caprimulgidae (Nightjars). In del Hoyo J., Elliott A., Christie D., eds. = Handbook of the birds of the world. — Lynx Edicions, 1999. — 759 с. — ISBN 8487334253.(акăлч.)
  • David T. Holyoak, Martin Woodcock. . — Oxford University Press, 2001. — С. 488-502. — 848 с. — ISBN 0-19-854987-3.(акăлч.)
  • Carlous Linnaeus. . — Holmiae. (Laurentii Salvii), 1758.(швед.)
  • Killian Mullarney, Lars Svensson, Dan Zetterström, Peter J. Grant. = Birds of Europe. — Princeton University Press, 2000. — С. 216. — 400 с. — ISBN 978-0-691-05054-6.(акăлч.)
  • С. А. Бутурлин, В. Г. Гептнер, Г. П. Дементьев, Б. М. Житков, С. И. Огнев, А. Н. Промптов, С. С. Туров, А. Н. Формозов, Л. М. Шульпин. . — Детиздат, 1940. — 398 с.
  • Ф. Зауэр. . — Астрель, 2002. — 286 с. — ISBN 5-271-03191-8.
  • А. С. Мальчевский, Ю. Б. Пукинский. . — Издательство Ленинградского университета, 1983.
  • Л. А. Портенко. . — Издательство Академии наук СССР, 1954. — С. 289-290. — 344 с.
  • В. К. Рябицев. . — Изд-во Урал. ун-та, 2001. — С. 328-329. — 608 с. — ISBN 5-7525-0825-8.
  • Л. С. Степанян. . — Академкнига, 2003. — 808 с. — ISBN 5-94628-093-7.