А.С. Пушкин тӑракан (кӳлепе)

Gerb-icon.png

РФ культура министерстви

Arrow-Right.png
Gerb-big.png
Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви

А. С. ПушкинАлександр Михайлович Опекушин 1875 ҫулхи моделĕпе чукунран каслин шӑратса тунӑ меслетпе хатӗрленӗ кӳлепе. Объектӑн номенклатура ячӗ: А.С. Пушкин в рост[1].

Кун-ҫулӗ

А. С. Пушкин кӳлепи конкурс ӗҫӗ пулнӑ, ӑна XX ӗмӗр варринче Каслин чукун шӑратакан заводӗнче тиражлама суйласа илнӗ. Ӑна совет ӳнер промыслисен продукцийӗн кӑтартуллӑ тӗслӗхӗ пек ют ҫӗршывсене экспортлама палӑртнӑ, ҫакна пула предмет ҫинче «СССР-та тунӑ» тесе ҫырнӑ клеймо пур[2].

Сӑнласа пани

Поэта пӗтӗм ӳсӗмӗпе сӑнланӑ. Вӑл сулахай урине кӑшт малалла тӑратса тӑрать. Сылтӑм алли жилет хыҫӗнче, сулахаййи — ҫурӑм хыҫӗнче, шлепке тытнӑ. Поэт пуҫне уснӑ. Ун ҫинче панталон, икӗ енлӗ жилет, тӳмеленмен сюртук тата каррик, мӑйӗнче бант ҫыхнӑ. Кӳлепене «А. С. Пушкину» тесе тарӑнлатса ҫырнӑ тӑваткал картлаҫлӑ никӗс ҫине лартнӑ.

Усӑ курнӑ материалсемпе техника

Ӗҫе чукунран шӑратса тунӑ. Ҫакӑ кӳлепен ҫирӗплӗхне тата вӑрӑм ӗмӗрлӗхне тивӗҫтерет. Чукун çавăн пекех пысӑк детализацие май парать.

Экспозицисем

Списокра кӳлепе экспозициленекен музейсене, ҫавӑн пекех ӑна шӑратса кӑларнӑ ҫула кӑтартнӑ:

Ӑнлантарусем

  1. ^ А.С.Пушкин. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Статуэтка «А. С. Пушкин». Каслинский завод. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Скульптура. Пушкин А.С. (репродукция памятника в г. Москве) м/р. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем