Банши
Банши, бенши (акăл. banshee айр. bean sídhe — Ши хĕрарăмĕ, ирланди фольклорĕн пайташĕ. Ĕненÿсемпе халапсем тăрăх, вилес çынăн килĕ патне пырать: нăйкăшса, йĕрсе вилес вăхăчĕ çывхарнине пĕлтерет. Артур халапĕнчи тухатнă вăрманта хÿхĕм банши-феясемп пурăнаççĕ. Акăлчан сăвăçĕ-романтикĕ Джон Китс çырнинчен пĕри, «Арăм» тени, асамçă-илĕртевçĕ банши пулнă, вăл çулçÿрен вилĕмлĕ рыцарьсен пуçне çавăрать, кайран вара, пурăнас кăмăл çухатнăскерсене, тĕлсĕр-палсăр пĕччен сулланса çÿреме хăварать имĕш.
Банши ячĕсем
Сăнарĕ пулса тухни
Банши халапсенче
Халапсенче çынпа банши тĕл пулни çинчен тĕрлĕ тĕслĕ калани пур, анчах пурне те вĕсене пĕр мотив пĕтĕмлетет: лĕш тĕнче япалипе тĕл пулни хăрушă. Каланисенчен виçĕ сюжет уйăрмалла:
- Çĕрле арçын баншипе тĕл пулнă, ăна ахаль хĕрарăм тесе, кÿрентерме тăнă. Банши ăна тĕксе ярать те, ăна тавăрса, ÿчĕ çинче çусан та кайман ал тупанĕ е пÿрне йĕрĕ хăварать.
- Кĕпе-йĕм çăвакан баншине тĕл пулнă арçын, унран кулас шутпа хăйĕн кĕпине те çума хушнă. Банши вара чăнах та лешĕн кĕпине сисмен
- çĕртенех хывса çума пултарать, çавăн пекех ăна хăйĕн кĕпипех пăвса пăрахма пултарать.
- Килне таврăнакан çулçÿревçĕ çÿçне шăм турапа туракан баншипе тĕл пулать. Вăл унăн турине вăрттăн килне илсе каять, анчах каярах
- банши хăйĕн япалине тавăрма ун патне килет, хăратса, тавăрма хушать. Банши хăйĕн турине тавăрса илет, ку пăтăрмах çулçÿревçĕшĕн
- питĕ те начар вĕçленме пултарнине ăнланма парать.
Вуламалли
- Королёв К. Мифология Британских островов. — М.: Эксмо, 2004. с. 497 ISBN 5-699-03526-5
- Патриция Лайсафт, Татьяна Михайлова, Банши. Фольклор и мифология Ирландии. — ОГИ МОСКВА 2007
- Évelyne Sorlin, Cris de vie, cris de mort : les fées du destin dans les pays celtiques., Helsinki : Suomalainen Tiedeakatemia, 1991. ISBN 951-41-0650-4