Баренц тавралăхĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Barents-region.PNG

Ба́ренц тавралăхĕ (Баренц Евро-Арктика Регионĕ) — 1993 çулхи кӑрлач, 11 тĕнчери пĕрлĕ ĕçлĕхе аталантарас тĕллевпе уйăрнă Баренц тинĕсĕ çумĕнчи территори.

Тавралăх шутне Норвегин кĕпернисем: Нордланд, Тромс, Финнмарк, Швецин Вестерботтенпе Норрботтен ленĕсем, Финляндин Лапланди, Çурçĕр Остроботнипе Каинуу провинцисем, Раççейĕн Мурманск облаҫӗ, Архангельск облаçĕ, Коми Республики, Ненец автономла тăрăхĕпе, Карели Республики кĕрет. Хутшăнакан тăватă патшалăх пĕр-пĕрин хыççăн пĕнрлĕ ĕçлĕхе ертсе пыраççĕ.

Тавралăхăн территорийĕ — 1,9 тв. çм. çитет. Халăх йышĕ — 6 миллион çын. Баренц Евро-Арктика Регионĕн пĕрлĕ ĕçлĕхне икĕ шайра тытса пыраççĕ: тĕп тата вырăнти. Пĕрле ĕç-пуçа ертсе пыма тĕп шайра Баренц Канашне туса хунă, унăн ĕçне ют çĕр министăрĕсем хутшăнаççĕ. Вырăнти шайра Регион Канашĕ пур, унăн ĕçĕсене пĕрле ĕçлекен территорисен администрации ертӳçсем (кĕпернеттĕрсем) хутшăнаççĕ.

Каçăсем


Шаблон:Geo-stub