Барышникова Раиса Сергеевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Барышникова Раиса Сергеевна

Барышникова Раиса Сергеевна (1937 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ, Павлодар, Жердевка районӗ, Тамбов облаҫӗ) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тамбов облаҫӗнчи Жердевка районӗнчи Павлодар ялӗнче ҫуралнӑ. Борисоглебск вӑрман техникумӗнчен (1958) вӗренсе тухнӑ. РСФСР Вӑрман хуҫалӑх министерстви хушӑвӗпе Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑх управленине янӑ — Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн Питтукасси лесничествинче техник-вӑрманҫӑ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1966—1985 ҫулсенче Шупашкар лесничествинче лесничийӗн пулӑшуҫинче вӑй хунӑ. 1985 ҫулта Питтукасси лесничествине каялла лесничи пулса куҫарнӑ, унта 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, тивӗҫлӗ канӑва кайиччен, ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1993);
  • «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 114. — 168 с.

Каҫӑсем