Вакуленко хушаматлă урăх çынсем çинчен РУВИКИ-ре статьясем пур.
Ба́ста (чăн ят — Васи́лий Миха́йлович Вакуле́нко; 1980, ака, 20) — раççей рэперĕ, композиторĕ, телеертӳçи, актёрĕ, сценарисчĕ, режиссёрĕ тата продюсерĕ. Çаплах Ноггано тата N1NT3ND0 суя ятсемпе паллă.
Next FM радиоертӳçи пулса ĕçленĕ, темиçе фильм ӳнерленĕ. Василий 2007 çулта Gazgolder лейбла хăй çине регистрациленĕ.
Баста 1980 çулта Ростовра çар çыннин çемьинче çуралнă. Пĕрлехи пĕрлӳ паракан шкулта та , мусăк шкулĕнче те вĕреннĕ. 15 çулта пĕрремĕш ăстрăм рэп çырма хăтланнă, хăйне валли ушкăна пуçтарнă. Училищĕне дирижёр уйрамне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн, хăйĕн интерес сферипе училище программи уйрăлса кайнипе, вĕренĕве вĕçленĕ. Пурнăçри чи туртăмли Бастăшăн хип-хоп пулса тăнă. Ун чухнехи çăлтăрчăксем Wu-tang clan, Ol’dirty Bastard, Busta Rhymes пулнă.
16—17 çулта Баста тĕрлĕрен мусăка итленĕ, 17 çулта хăйĕн пĕрремĕш трекне — «Город» — çырнă. Çак самантран ĕнтĕ мусăк туртăмĕ ăна ярса илнĕ:
«Мне нравится прямая музыка, честного характера. Много нового слушаю, друзья и коллеги подкидывают. Вот Митяй, у него такая коллекция рэпа, такое знание материала и подход к выбору качественной музыки, — я преклоняюсь»:
.
В 18 çулта лет Баста «Моя игра» хайланă. Çакăнтанпа Баста профессионал-мусăкçă пулса ĕçлет, Ростовра тата Хура тинĕс хĕрринче, Краснодар Енре, Çурçĕр Кавказ хулисенче концертсем парать. Программăна вăл хăйĕн çывăх тусĕпе — Игорь Железкăпа — тăвать. Пĕчĕк лапамсенче вылянă, пысăккисенче 6—7 пин çын пуçтарăннă. Кайран Баста темиçе çуллăха пысăк лапамсенчен çухалать. 2002 çулта Юрий Волос, унăн тусĕ, Бастăна студи илсе килтех мусăка çырма сĕнет. Юра килĕнче компьютер, аудикабинет тăвать, Баста кивĕ юррисене пуçтарать, çĕнĕрен сăвăсем хайлать, мелодисене кĕвĕлет. Трексене çырнă пулин те, концерт ĕçӗ-хĕлĕ тепĕр хут пуçлансан та продюсерсем унăн ăнăçăвне курман.
Баста хăйĕн Юрий Волос тусĕпе Мускава килнĕ те, мĕнле те пулин ауди-лейбл проектне лекесшĕн пулнă. Каярах Баста çак вăхăт пирки — «стремные лейблы, отсутствие шансов» юрă çырать. Пĕр демо-дискĕ Богдан Титомир аллине лекнĕ, вăл вара Бастăпа юлташĕсене «Газгольдер» студине ертсе килет, унта вĕсем хăйсен кăмăлне каякан ĕçпе тăрмашма тытăнаççĕ.
2015 çулхи авăн уйăхĕнче Голос шоура вĕрентӳçĕ пулса тăрать.
Халĕ Мускавра пурăнать, Ростовра пулать, унта концертсенче тухса юрлать .