Беларуҫ милицийӗн кунӗ

Милици кунӗБеларуҫри милицийӗн професси уявӗ.

1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Минск хулин граждансен коменданчӗ кӑларнӑ хушу тӑрӑх Михайлов Михаил Александровича (ячӗ — паспорт даннӑйӗсем тӑрӑх, чӑн ячӗ Михаил Васильевич Фрунзе) вӑхӑтлӑха Минск хулинчи йӗркене сыхлас енӗпе ӗҫлекен Пӗтӗм Раҫҫейри Земство Союзӗн милицийӗн начальникӗ пулма лартнӑ. Ҫак кун Беларуҫ миницине никӗҫленин кунӗ шутланать[1].

Минскра рабочисемпе вырӑнти гарнизонти чаҫӗн салтакӗсенчен йӗркеленӗ милици часах полицин хӗҫ-пӑшалне туртса илнӗ, вӗсен управленине тата ытти патшалӑх органӗсен объекчӗсене ярса илнӗ. Минскра милицие йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫакнашкал ушкӑнсем ытти ял-хуласенче те йӗркеленнӗ[2].

Уява 1998 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Беларуҫ Республикин Президенчӗ кӑларнӑ Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[3].

Беларуҫри милици ретӗнче тӑракансен йышӗ патшалӑх армийӗнчи ҫар ҫыннисен йышӗнчен самай пысӑкрах[2].

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем