Белгород (шывай кимми)
| К-329 «Белгород» | ||
|---|---|---|
| Карап кун-çулĕ | ||
| Ялав патшалăхĕ | ||
| Хальхи статус | ятарлă проектпа тăваççĕ[1] | |
| Тĕп пахалăхсем | ||
| Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
| Проект палăртăвĕ | 949АМ «Антей» | |
| ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
| Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
| Хăвăртлăх (шывай) | 33 çыхă | |
| Ĕçлĕ тарăнăш | 420 м | |
| Чи пысăк тарăнăш | 500 м | |
| Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
| Экипаж | 130 çын | |
| Калăпăшсем | ||
| Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
| Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
| Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
| Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
| Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
| Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
|
190 МВт хăвтлă 2 ОК-650В йĕтре реакторĕ |
||
| Хĕçпăшал | ||
| Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедă | |
| Ракета хĕçпăшалĕ | ПКР комплекс «Гранит» 24 ЗМ-45 ракети | |
К-139 «Белгород» — «Антей» классне кĕрекен туса пĕтермен атомлă раççей шывай крейсерĕ. Крейсерĕн тĕп хĕçпăшалĕ карапа хирĕçле 24 çунатлă «Гранит» ракети пулмалла шутланă. Анчах та 1980-мĕш çулсенче ăслайланă «Гранит» комплексĕ 2000 çулĕ тĕлне хăват енĕпе кая юлнă.[2] Челомей пуçарса янă лайăхлатнă «Болид» ракета комплексĕ 2005 çулĕ тĕлне хатĕр пулман.[3][4]
Кун-çулĕ
ПО «Севмашра» (Северодвинск) 1992 çулхи утăн 24-мĕшĕнче 654 савутри номерĕпе тума тытăннă.[2] 1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Белгород» ята панă.[2]
1994 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче ТÇФ кăларнă та консервациленĕ.[2][5]
2000 çулхи авăн уйăхĕнче, пĕр тĕслĕ «Курск» атомăхут путнă хыççăн, тăвас ĕçе тепĕр хут пуçланă.[2][5]
2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне карапăн корпусне пуçтарнă, анчах та ăшне техникăна, ракета шахтисене майлаштарса лартайман. Ун чухне туса пĕтерес хакĕ 100 миллион тенкĕпе танлашнă.[5]
Кимĕне «Севмаш» хăй тăрăшнипе туса пынă, çавăнпа та çак ĕçе сахал укçапа тивĕçтернĕ.[5]
«Белгород» АШК туса пĕтерессине Патшалăхăн 2006 çулхи хӳтĕлев хушавне кĕртнĕ.[5] Çапах та 2006 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Севмашпредприятие килнĕ хӳтĕлев министрĕ Сергей Иванов каланипе, кимĕне Раççей ТÇФ шутне кĕртмелле мар тесе йышăннă, хатĕрлĕхĕ 80 % танлашнă.[6][7]
2009 çулта 885 «Ясень» проекчĕн çунатлă ракетисемпе кăраллатас шухăш пулнă.[8]
Официаллă мар хыпарпа, 2011 çулта К-139 ятарлă тĕллĕ шывай кимми тăвас тенĕ[9] 2012 çулăн пуçламăшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕ Владимир Высоцкий каланипе «Белгорода» ятарлă проектпа тăваççĕ[1].
Командирсем
- Абхалимов В. (1995—1997)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 ВМФ РФ не нужны мозги с оружием на двигателе Второй мировой - главком. РИА Новости (9 нарӑсӑн 2012). — Интервью главкома ВМФ России. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Проект 949А "Антей". ruspodlodka.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Комплекс Болид. military.tomsk.ru (15 авӑнӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Новоселов, Федор "Протон" от Челомея. НВО (9 утӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Россия достраивает атомную подлодку "Белгород". Лента.ру (16 пушӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Атомная подводная лодка "Белгород" Министерству обороны не нужна. Вестник космодрома (12 авӑнӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Литовкин, Виктор Никчемный «Белгород». РИА Новости (3 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Строительство последней подлодки типа «Курск» заморожено, lenta.ru, 26.06.2009
- ^ Беглый огонь: 26-27.11.2011, копия, 27.11.2011
Каçăсем
К-525 «Архангельск»* • К-206 «Мурманск»* | К-148 «Краснодар» • К-173 «Красноярск» • К-132 «Иркутск» • К-119 «Воронеж» • К-410 «Смоленск» • К-442 «Челябинск» • К-456 «Тверь» • К-266 «Орёл» • К-186 «Омск» • К-141 «Курск» † • К-150 «Томск» • К-329 «Белгород»** • К-135 «Волгоград»** • К-160 «Барнаул»** * — проект 949 / ** — туса ҫитермен / † — арканнӑ |
Тăвăнакан атомлă шывай киммисем |
|
|---|---|
хыпар çук | |
хыпар çук | |
INS Arihant • INS Arhidaman • ??? | |
| Ку шывай киммисем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |