Белов Юрий Геннадьевич
| Ҫын пирки | |
| Белов Юрий Геннадьевич | |
| Çуралнă вăхăт | 1956 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ (69 ҫулта) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
Белов Юрий Геннадьевич (1956 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Кивӗ Ирчемес, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1956 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ. Мари патшалӑх техника университетӗнче (1997) пӗлӳ илнӗ. 1976—1979 ҫулсенче Тинӗс-Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, 2-мӗш статьяри старшина. Хӗсмете кайиччен Мари АССРӗнчи Зеленогорск вӑрман комбиначӗн Березино лесничествинче техник-вӑрманҫӑ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ (1976 ҫ.). Хӗсметрен таврӑнсан Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗн Янӑм участок лесничествинче техник-вӑрманҫӑ (1980—1982 ҫҫ.), Етӗрне механизациленӗ варман хуҫалӑхӗн вӑрмана сыхлас тата упрас енӗпе ӗҫлекен инженер (1980—1982 ҫҫ.), Сӑр лесничествин лесничийӗ (1987—2004 ҫҫ.), Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп лесничийӗ пулса вӑй хунӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2002);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ (1999);
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1990);
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2000).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 132—133. — 168 с.
Каҫӑсем
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |
- Раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1956 ҫулта ҫуралнисем
- Раççейре çуралнисем
- МарПТУ-ран вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Кивӗ Ирчемесре ҫуралнисем
- Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ
- Мари патшалӑх техника институтӗнче вӗреннисем