Бен Аффлек

Бенджамин Гиза Аффлек (акăл. Benjamin Geza Affleck) (ҫур. 1972 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ[1][2][…], Беркли[d], Калифорни) — американ актёрӗ, сценарисчӗ, кинорежиссёрӗ, продюсерӗ. Актёр тата сценарист чапне ӑна хӑйӗн ачалӑхри тусӗпе Мэтт Деймонпа пӗрле ҫырнӑ «Умница Уилл Хантинг» кинофильм сценарийӗ кӳнӗ, вӑл уншӑн «Оскар» тата «Ылтӑн глобус» парнисене тивӗҫнӗ. 2013 ҫулта Аффлек тепӗр хут «Оскар» парнине тивӗҫнӗ, ку хутӗнче продюсер пек.

2000 ҫулта Бен Аффлек «People» журнал шухӑшӗпе планета ҫинчи чи илӗртӳллӗ аллӑ арҫын шутне кӗнӗ. 2023 ҫулта Forbes журнал шучӗпе чи пысӑк тӳлевлӗ вунӑ актёр тата актриса йышне кӗнӗ. 2024 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне, Аффлекӑн пултарулӑх кунҫулӗнче 88 проектра 107 ӗҫ шутланать.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Бен Аффлек 1972 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Беркли (Калифорни, АПШ) хулинче медикпа преподавательница ҫемьинче ҫуралнӑ. Унӑн шӑллӗ — Кейси Аффлек пур, каярахпа вӑл актёр пулса тӑнӑ. Вун иккӗре чухне Бен «Путешествие Мими» (1984) телесериалта пӗчӗк роль вылянӑ, ҫав вӑхӑтрах Мэтт Деймонпа паллашнӑ, вӑл пурӑна киле унӑн чи лайӑх тусӗ пулса тӑнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан Аффлек Вермонт университетне вӗренме кӗрет, анчах та часах вӗренӗве пӑрахать те Голливуда пурӑнма куҫать.

«Лоботрясы» (1995), «Блеск славы» (1996) тата «В погоне Эмика» (1997) фильмсенчи актёрӑн пӗрремӗш ӗҫӗсем ӑна ӑнӑҫу кӳмен. Мэтт Деймонпа пӗрле вӑл «Умница Уилл Хантинг» картина сценарине ҫырнӑ. Сценарие сутмалли условисенчен пӗри унта икӗ ҫамрӑк тата ятсӑр актёр вылясси пулнӑ. Сценарие «Мирамаксс» туяннӑ. Картинӑпа ӗҫлеме Гас Ван Сент режиссёра хушнӑ, тӗп рольсенчен пӗрне Робин Уильямс вылянӑ. Фильм проката 1997 ҫулта тухнӑ. Картина бюджечӗ 10 млн долларпа танлашнӑ, пуххисем — 200 млн доллар ытла. Фильм сценарийӗ Мэттпа Беншӑн пысӑк кино тӗнчине кӗмелли билет пекех пулса тӑнӑ, «Оскар» тата «Ылтӑн глобус» парнисене илсе килнӗ.

1998 ҫулта экрансем ҫине пысӑк бюджетлӑ Майкл Бэйӑн «Армагеддон» фильмӗ тухнӑ, унта тӗп роле Брюс Уиллис вылянӑ. Фильм прокатра 500 млн доллар ытла пуҫтарнӑ, пуҫлакан актёра чап хушнӑ. 1999 ҫулта проката «Силы природы» мелодрама тухнӑ, унта Бен Сандр Буллокпа пӗрле ӳкерӗннӗ. Ҫав ҫулах Мэтт Деймонпа пӗрле «Догма» (1999) фильмра ӳкерӗннӗ. 2000 ҫулта Бен Аффлек чи илӗртӳллӗ аллӑран пӗри, «People» журнал версипе, планета ҫинчи ҫынсем пулса тӑнӑ. «Пёрл-Харбор» (2001) блокбастер экрансем ҫине тухнӑ хыҫҫӑн актёр чапӗ темиҫе хут пысӑкланнӑ, маларах вара хӑйӗншӗн ӑнӑҫсӑр рольсене вылянӑ «Цена страха» (2002), «Сорвиголова» (2003), «Час расплаты» (2003), «Козырные тузы» (2006) тата ытти те.

undefined

2013 ҫулта Аффлек «Операция „Арго“» картина продюсерӗ пек ҫулталӑкри чи лайӑх фильмшӑн «Оскар» преми илнӗ. 2014 ҫулта актёр Дэвид Финчерӑн «Исчезнувшая» фильмӗнче тӗп роле вылянӑ. Аффлек ӗҫне тата фильма критиксем пысӑк хак панӑ. 2013 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Бен Аффлек «Человек из стали» фильмӑн сиквелӗнче Бэтмен рольне вылясси паллӑ пулнӑ. Комикссене юратакансем ҫак хыпара пӗр хавхаланмасӑр кӗтсе илнӗ. Протест авторӗ Джон Роден пуҫарнӑ петицие 78 пин ҫын алӑ пуснӑ. 150 пин ҫын алӑ пуснӑ пулсан, ӑна кинокомпани пӑхса тухмалла пулнӑ. Картинӑна «Бэтмен против Супермена: На заре справедливости» ят панӑ та экрансем ҫине 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче тухнӑ. Каярах Аффлек тепӗр хут Бэтмен рольне «Отряд самоубийц» фильмра вылянӑ, ҫавӑн пекех Тёмный Рыцарь рольне «Лига Справедливости» фильмра вылянӑ.

2021 ҫулта пысӑк экрансем ҫине Ридли Скоттӑн «Последняя дуэль» истори драми тухать, унта Аффлек Пьер д’Аленсон граф рольне вылянӑ. 2022 ҫулта Эдриан Лайнӑн эротика триллерӗ «Глубокие воды» тухнӑ. Аффлек сӑнарӗн мӑшӑрне Ана де Армас вылянӑ.

undefined

2022 ҫулхи ҫулла Аффлек Майкл Джорданпа Nike контракт компанине алӑ пусни ҫинчен «Air Jordan» ӗҫлӗ ятпа фильм ӳкерме пуҫланӑ. Тӗп роле Мэтт Деймон калӑпланӑ. Сценарий к фильму написал Аффлек, Деймон тата Алекс Конвери. Тӗнче премьери 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫавӑн пекех Аффлек проката 2023 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче тухнӑ «Флэш» фильмра ӳкерӗннӗ.

Чи пысӑк тӳлевлӗ вуннӑмӗш актёр тата Forbes журнал версипе 2023 ҫулхи актриса кӗнӗ, 38 млн доллар ӗҫлесе илнӗ. 2024 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне актёрӑн пултарулӑх биографийӗ 88 проектра 107 ӗҫ шутланать.

Харпӑр пурнӑҫ

1990-мӗш ҫулсен варринче Аффлекӑн Гвинет Пэлтроупа роман пулнӑ. «Влюблённый Шекспир» (1998) картинӑра пӗрле ӗҫленӗ хыҫҫӑнах Гвинетпа Бен уйрӑлнӑ.

2005 ҫулта Аффлек Дженнифер Гарнер актрисӑна качча илнӗ, вӑл мӑшӑрланура икӗ хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ: Вайолет Энн Аффлек (01.12.2005), Серафина Роуз Элизабет Аффлек (06.01.2009) тата Сэмюэль Гарнер Аффлек (27.02.2012). 2015 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Бен Аффлекпа Дженнифер Гарнер уйрӑласси пирки пӗлтернӗ, анчах мӑшӑрлӑ пурнӑҫа салатса яма документсене 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче кӑна панӑ. Уйрӑлӑва официаллӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Аффлек Куба актрисипе Ана де Армаспа ҫыхӑннӑ, унпа 2019 ҫулхи кӗркунне триллер ӳкернӗ ҫӗрте паллашнӑ. 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче мӑшӑр уйрӑласси пирки пӗлтернӗ.

2002—2003 ҫулсенче Бен Дженнифер Лопес юрӑҫпа тата актрисӑпа тӗл пулнӑ. 2021 ҫулхи ҫуркунне мӑшӑр каллех хутшӑнма пуҫланӑ. 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем Лас-Вегасра мӑшӑрланнӑ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче In Touch порталта мӑшӑр уйрӑлас патне ҫитни пирки информаци тухнӑ, ҫапах та актёрсем хӑйсем ҫакна ҫирӗплетмен. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Heat Magazine кӑларӑм Бен Аффлекпа Дженнифер Лопес вӑрттӑн уйрӑлнине пӗлтернӗ. Мӑшӑр утӑ уйӑхӗнчех уйрӑлнӑ имӗш, анчах ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме майлӑ самант кӗтет. Кӑларӑм информацийӗ тӑрӑх, уйрӑлу пуҫаруҫи Аффлек пулса тӑнӑ. Голливуд мӑшӑрӗ уйрӑлни АПШ шоу-бизнес историйӗнче чи хаклӑ уйрӑлу пулса тӑма пултарать.

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче People журнал Лопеспа Аффлек уйрӑлӑва официаллӑ йӗркепе йӗркеленине пӗлтернӗ. TMZ пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни ен мӑшӑрланнӑ вӑхӑтра хӑй уйрӑм мӗн туяннипе юлӗ. Лопес Аффлек хушаматпа та юридици тӗлӗшӗнчен усӑ курмасть. Уйрӑлӑва официаллӑ майпа нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Актёрӑн тӗп хоббийӗ — мотоциклсем. Бен гаражӗнче спорт мотоциклӗсем те, Harley Davidson Livewire электрон мотоциклӗ те пур. Ҫавӑн пекех Бен Аффлек покерла ӑста вылякан шутланать. Пӗррехинче, покер енӗпе иртнӗ регионти чемпионатсенчен пӗрне хутшӑнса, вӑл турнир ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ, ҫав тапхӑрта тӗнчере чи лайӑххисем шутланакан вӑйӑҫӑсене ҫӗнтерме пултарнӑ.

Фильмографи

Актёр

Кино

Ҫул Вырӑсла ячӗ Акӑлчанла ячӗ Сӑнар Асӑрхаттарни
1981 Тёмная сторона улицы The Dark End of the Street Томми
1989 Поле его мечты Field of Dreams фанат бейсбола титрсенче кӑтартман
1992 Баффи — истребительница вампиров Buffy The Vampire Slayer баскетболист № 10
Школьные узы School Ties Чести Смит
1993 Под кайфом и в смятении Dazed and Confused Фред О’Бэннион
1995 Блеск славы Glory Daze Джек
Лоботрясы Mallrats Шеннон Хэмилтон
1997 Попутчики Going All the Way Том «Ганнер» Касслман
В погоне за Эми Chasing Amy Холден Макнил
Умница Уилл Хантинг Good Will Hunting Чаки Салливан
1998 Фантомы Phantoms шериф Брайс Хаммонд
Армагеддон Armageddon Эй Джей Фрост
Влюблённый Шекспир Shakespeare in Love Нед Аллен
1999 200 сигарет 200 Cigarettes бармен
Силы природы Forces of Nature Бен Холмс
Догма Dogma Бартлби
2000 Бойлерная Boiler Room Джим Янг
Азартные игры Reindeer Games Руди Данкан
Царь сновидений Joseph: King of Dreams Иосиф мультфильм; сасӑ ҫырни
Чужой билет Bounce Бадди Амарал
2001 Перл-Харбор Pearl Harbor капитан Рейф Маккоули
Папаша и другие Daddy and Them Лоуренс Боуэн
Джей и Молчаливый Боб наносят ответный удар Jay and Silent Bob Strike Back Холден Макнил / Бен Аффлек
2002 В чужом ряду Changing Lanes Гэвин Бейнек
Цена страха The Sum of All Fears Джек Райан
Третий лишний The Third Wheel Майкл
2003 Сорвиголова Daredevil Мэтт Мэрдок / Сорвиголова
Джильи Gigli Ларри Джильи
Час расплаты Paycheck Майкл Дженнингс
2004 Девушка из Джерси Jersey Girl Олли Тринк
Пережить Рождество Surviving Christmas Дрю Летэм
2006 Прожигатели жизни Man About Town Джек Джиаморо
Клерки 2 Clerks II покупатель
Смерть Супермена Hollywoodland Джордж Ривз
Козырные тузы Smokin’ Aces Джек Дюпри
2009 Обещать — не значит жениться He’s Just Not That into You Нил
Большая игра State of Play Сттвен Коллинз
Экстракт Extract Дин
2010 В компании мужчин The Company Men Бобби Уокер
Город воров The Town Даг Макрэй
2012 Операция «Арго» Argo Тони Мендес
К чуду To the Wonder Нил
2013 Va-банк Runner, Runner Айвен Блок
2014 Исчезнувшая Gone Girl Ник Данн
2016 Бэтмен против Супермена: На заре справедливости Batman v Superman: Dawn of Justice Брюс Уэйн / Бэтмен
Отряд самоубийц Suicide Squad титрсенче кӑтартман
Расплата The Accountant Кристиан Вулфф
Закон ночи Live by Night Джо Коглин
2017 Лига справедливости Justice League Брюс Уэйн / Бэтмен
Jimmy Kimmel’s the Terrific Ten мускулистый мужчина кӗске метражлӑ фильм
2019 Тройная граница Triple Frontier Том «Редфлай» Дэвис
Джей и Молчаливый Боб: Перезагрузка Jay and Silent Bob Reboot Холден Макнил
2020 Вне игры The Way Back Джек Каннингем
Последнее, чего он хотел The Last Thing He Wanted Трит Моррисон
2021 Лига справедливости Зака Снайдера Zack Snyder’s Justice League Брюс Уэйн / Бэтмен
Последняя дуэль The Last Duel граф Пьер д’Аленсон
Нежный бар Tender Bar дядя Чарли
2022 Глубокие воды Deep Water Вик Ван Аллен
Клерки 3 Clerks III д/ҫ
2023 Аквамен и потерянное царство Aquaman and the Lost Kingdom Брюс Уэйн / Бэтмен
Флэш The Flash титрсенче кӑтартман[5]
Air: Большой прыжок Air Фил Найт
2024 Это я. Сейчас This Is Me... Now: A Love Story Рекс Стоун[6]
2025 Расплата 2 The Accountant 2 Кристиан Вулфф
2026 Лакомый кусок The Rip полицейский

Телевидени

Ҫул Вырӑсла ячӗ Акӑлчанла ячӗ Сӑнар Асӑрхаттарни
1984 Путешествие Мими The Voyage of the Mimi Си Ти Гранвилл телесериал
1986 ABC Специально после школы ABC Afterschool Specials Денни Коулман эпизод: Wanted: The Perfect Guy
1987 Руки незнакомца Hands of a Stranger Билли Херн телефильм
1988 Второе путешествие Мими The Second Voyage of the Mimi Си Ти Гранвилл телесериал
1991 Папочка (фильм) Daddy Бен Уотсон телефильм
1993 Почти дома Almost Home Кевин Джонсон эпизод: Is That All There Is?
Against the Grain Джо Уилли Клемонс телесериал; тӗп роль
1994 Истории из жизни: Кризис в семье Lifestories: Families in Crisis Аарон Генри эпизод: A Body to Die For: The Aaron Henry Story
2000 SNL Фанатик SNL Fanatic Джейсон кӗске метражлӑ телефильм
2001 Saturday Night Live Saturday Night Live Донни Барталотти эпизод: Conan O’Brien/Don Henley
2009 Умерь свой энтузиазм Curb Your Enthusiasm лавккари арҫын эпизод: Officer Krupke
2015 Джимми Киммел в прямом эфире Jimmy Kimmel Live! Брайан Солти Финнаган эпизод: Kerry Washington/Dave Salmoni/Ne-Yo

Режиссёр, сценарист, продюсер

Ҫул Вырӑсла ячӗ Акӑлчанла ячӗ Режиссёр Сценарист Продюсер Асӑрхаттарни
1993 Я убил жену-лесбиянку, повесил её на мясной крюк, и теперь у меня контракт с Диснеем на три фильма I Killed My Lesbian Wife Ҫапла короткометражный фильм
1997 Умница Уилл Хантинг Good Will Hunting Ҫапла
2001 Crossing Cords Ҫапла короткометражный фильм
2001—2015 Зелёный свет Project Greenlight Ҫапла (41 эп.) телесериал
2002 Украденное лето Stolen Summer Ҫапла
Третий лишний The Third Wheel Ҫапла
Speakeasy Ҫапла
2002 Толчок, Невада Push, Nevada Ҫапла (7 эп.) Ҫапла (7 эп.) телесериал
2003 Сражения солдата Келли The Battle of Shaker Heights Ҫапла
2003 Все выросли All Grown Up Ҫапла телефильм
2005 Пир Feast Ҫапла
2007 Прощай, детка, прощай Gone Baby Gone Ҫапла
2009 Репортёр Reporter Ҫапла документальный фильм
2010 Город воров The Town Ҫапла Ҫапла
2012 Операция «Арго» Argo Ҫапла Ҫапла Ҫапла
Ben Affleck on the Meaning of Life Ҫапла короткометражный фильм
2014 More Time with Family Ҫапла телефильм
2015 Высший класс The Leisure Class Ҫапла телефильм
2016 Закон ночи Live by Night Ҫапла Ҫапла Ҫапла
2016 The Runner Ҫапла (75 эп.) телесериал
2016—2017 Корпорация Incorporated Ҫапла (3 эп.)
2017 Bending the Arc Ҫапла документальный фильм
Лига справедливости Justice League Ҫапла
2019—2022 Город на холме City on a Hill Ҫапла (26 эп.) телесериал
2021 Лига справедливости Зака Снайдера Zack Snyder’s Justice League Ҫапла
Последняя дуэль The Last Duel Ҫапла Ҫапла
2025 Расплата 2 The Accountant 2 Ҫапла
2026 Лакомый кусок The Rip Ҫапла

Хисепӗсем тата номинацисем

IMDb сайтри наградӑсемпе номинацисен тулли списокӗ.

Тӗп наградӑсем

Оскар

Сул Ес Категори Результат
1998 Умница Уилл Хантинг Чи лайӑх оригиналлӑ сценари (Мэтт Деймонпа пӗрле) Çĕнтерӳ
2013 Операция «Арго» Чи лайӑх фильм (продюсер) Çĕнтерӳ

Ылтӑн глобус

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
1998 Умница Уилл Хантинг Чи лайӑх оригиналлӑ сценари (Мэтт Деймонпа пӗрле) Çĕнтерӳ
2007 Смерть Супермена Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын санарӗ Номинаци
2013 Операция «Арго» Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ Çĕнтерӳ
Чи лайӑх фильм — драма (продюсер) Çĕнтерӳ

BAFTA

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2013 Операция «Арго» Чи лайӑх арҫын санарӗ Номинаци
Чи лайӑх режиссура Çĕнтерӳ
Чи лайӑх фильм (продюсер) Çĕнтерӳ

АПШ киноактёрӗсен Гильдийӗн премийӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
1998 Умница Уилл Хантинг Чи лайӑх актёр йышӗ Номинаци
1999 Влюблённый Шекспир Чи лайӑх актёр йышӗ Çĕнтерӳ
2013 Операция «Арго» Чи лайӑх актёр йышӗ Çĕнтерӳ

Ытти наградӑсем

Америка киноӳнер институчӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2013 Операция «Арго» Фильм года (как продюсер) Çĕнтерӳ

Америка режиссёрӗсен Гильдийӗн премийӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2013 Операция «Арго» За выдающуюся режиссуру — художественный фильм (как режиссёр) Çĕнтерӳ

«Эмми» прайм-тайм премийӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2002 Зелёный свет (сериал) Outstanding Reality Program Номинаци
2004 Номинаци
2005 Номинаци

MTV Movie Awards

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
1997 Умница Уилл Хантинг Чи лайӑх актёр ушкӑнӗ (Мэтт Деймонпа пӗрле) Номинаци
1998 Армагеддон (фильм, 1998) Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ Номинаци
Чи лайӑх актёр ушкӑнӗ (Лив Тайлерпа пӗрле) Номинаци
2000 Чужой билет Чи лайӑх чуптӑву (Гвинет Пэлтроупа пӗрле) Номинаци
2012 Операция «Арго» Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ Номинаци

АПШ продюсерӗсен Гильдийӗн премийӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2012 Операция «Арго» Чи лайӑх кинофильм (продюсер) Çĕнтерӳ

Спутник

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
1997 Умница Уилл Хантинг Чи лайӑх оригиналлӑ сценарий (Мэтт Деймонпа пӗрле) Çĕнтерӳ
2010 Город воров Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ (режиссёр) Номинаци
Чи лайӑх адаптациленӗ сценарий (сценарист) Номинаци
2012 Операция «Арго» Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ (режиссёр) Номинаци
Чи лайӑх фильм (продюсер) Номинаци

Сатурн

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
1998 Армагеддон (фильм, 1998) Иккӗмӗш планри чи лайӑх киноактёр Номинаци
2006 Смерть Супермена Иккӗмӗш планри чи лайӑх киноактёр Çĕнтерӳ

Венеци кинофестивалӗ

Ҫул Ӗҫ Категори Результат
2006 Смерть Супермена Чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн Вольпи Кубокӗ Çĕнтерӳ

Ылтӑн хӑмла ҫырли

«Ылтӑн хӑмла ҫырли» антипреми лауреачӗ, «Джильи», «Сорвиголова» тата «Час расплаты» фильмсенче япӑх актёр пулнӑ. «Армагеддоншӑн» тата «Пёрл-Харборшӑн» «Ылтӑн хӑмла ҫырли» премине номинациленӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ben Affleck // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ 1, 2 Ben Affleck // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ https://www.eonline.com/news/1338320/jennifer-lopez-shares-first-photos-from-wedding-to-ben-affleck-we-did-it
  4. ^ 1, 2 de Pas L. v. Genealogics (англ.) — 2003.
  5. ^ Создатели / Флэш. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
  6. ^ Создатели / Это я. Сейчас. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.

Каҫӑсем