Блинов Александр Васильевич
Ҫын пирки | |
Блинов Александр Васильевич |
Блинов Александр Васильевич (чӑвашла ячӗ: Алпарух) — «Хавал» пӗрлӗх ертӳҫи, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулне никӗслекенӗсенчен пӗри, чӗлхеҫӗ, полиглот, эсперантҫӑ.
Кун-ҫулӗ
Александр Блинов И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ вĕренсе тухнă, специальноçӗ: француз чĕлхине вĕрентекен тата шкул психологĕ. 7 çул вăл Италире тата Турцире Нидерландри Пĕтĕм тĕнчери эсперанто ассоциацийĕн штаб-квартиринче экскурсовод пулса ĕçленĕ. 6 çул Чӑваш Республикин суту-илÿпе промышленноç палатин куçару пайне ертсе пынă.
Вăл «Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе уявĕ» проект ертÿçи, Шупашкар хулинчи шкулсен пуçламăш проект класĕсенче чăваш чĕлхине пропагандăламалли проектăн координаторĕ тата «Хавал» чăваш общество организацийĕн координаци канашĕн членĕ.