Богданов Александр Петрович (Совет Союзӗн Паттӑрӗ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Богданов Александр Петрович
Богданов Александр Петрович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ(1951-01-05)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1984 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ(1984-05-18) (33 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ чикӗ хуралӗ
Звани майор
Часть Афганистан Демократиллĕ республикин чикĕ çарĕсем
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Богданов Александр Петрович (1951 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ, Дозорное[d], Крым облаҫӗ[d]1984 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ, Афганистан) — СССР Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн министерствин чикӗ хуралӗн ҫарӗсен майорӗ, Афган вӑрҫине хутшӑннӑ , Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1951 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Крымри Белогорск районне кӗрекен Дозорное ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулти вунӑ класс пӗтернӗ. 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӗсмете чӗннӗ, СССР Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн министерствин чикӗ хуралӗн ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1971 ҫулта КПСС ретне тӑнӑ.

1972 ҫулта Мускаври СССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи КГБ аслӑ чикӗ команда училищинче(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче погранҫарсенче хӗсмет иртнӗ. Малтан пуҫлӑхӑн ҫумӗ, каярахпа погразастава пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1978—1981 ҫулсенче Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академинче(выр.)чăв. вӗреннӗ. Ӑна вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн отделени командирӗ, унтан Кавказ леш енчи Нахичевань(выр.)чăв. чикӗ округӗн штаб пуҫлахӗ пулнӑ[1].

Паттӑрлӑхӗ

Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен ҫырнӑ награда хутӗнчен:

1983 ҫултанпа Афганистанра хӗсметре тӑнӑ, ДРА погранҫарӗсен ҫар чаҫӗн ҫар канашҫи пулнӑ. Богданов планласа, хатӗрленсе тата пурнӑҫа кӗртсе 15 ӑнӑҫлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, ҫак ҫар чаҫӗн вӑйӗпе моджахедсен икӗ ушкӑнне пӗтернӗ. 1984 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче моджахедсен пысӑк вӑйӗсен ункине лекнӗ, ҫапӑҫура Богданов виҫӗ хутчен йывӑр аманнӑ, анчах та ҫапӑҫма пӑрахман, вӑл тытӑҫура пуҫ хунӑ.

Симферопольти вилтӑприйӗ

Совет Союзӗн Паттӑрӗ

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн(выр.)чăв. 1984 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Александр Богданов майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа чысланӑ.

Хисепӗсем

  • Ленин орденӗ;
  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
  • медальсем;
  • «Чикӗ лайӑх сыхланӑшӑн» афган медалӗ;
  • «Хӗрлӗ Ялав» афган орденӗ.

Астӑвӑм

  • Богданов А. П. ятне Крым Республикинчи Белогорск районӗнчи Дозорное ялӗнчи урампа шкул панӑ.
  • Симферополь хулинче Севастополь урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче, маларах унта Богданов А. П. икӗ ҫул хушши (1966—1968) ҫулсенче вӗреннӗ 2-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ пулнӑ,асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Крым Республикинчи Симферополь районӗнчи Каштановый салинче урам ятне панӑ.
  • Хабаровск крайӗн 70-мӗш Казакевичи чикӗ сыхлавҫисен отрячӗн чикӗ заставине, 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
  • Симферополь хулин «Абдал» ҫӑвинче пытарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Пограничная служба России. Энциклопедия. Биографии. — Москва, 2008.

Каçăсем