Борисов Геннадий Владимирович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Геннадий Борисов
Gennady Borisov.jpg
Çуралнă чухнехи ят Геннадий Владимирович Борисов
Çуралнă вăхăт 1962
Çуралнă вырăн Краматорск, Украина ССР
Гражданлăх Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Ukraine.svg Украина Flag of Russia.svg РФ
Альма-матер
Ĕçлев тĕсĕ астроном
Арăмӗ Надежда Борисова
Ӗҫӗ-хӗлӗ астроном
Премисемпе чысланисем

Геннадий Владимирович Борисов (1962, Краматорск, Украина ССР çур.) — телескопсен конструкторĕ, Крымра пурăнакан украин, раççей хăй тĕллĕ астрономĕ. Пĕрремĕш паллă, халĕ 2I/Borisov ят панă çăлтăрсем хушшинчи кометăна уçнă.

Биографи

Краматорск хулинче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех астрономи кĕтесне çӳренĕ. 1989 çулта МПУ физика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ[1]. Крым лабораторинче инженер вырăнĕнче ĕçлет.

Борисов пушă вăхăтра астрономипе Крым çурутравĕнче Научный поçолăкĕнче хăйĕн MARGO обсерваторинче тăрмашать. 2013 - 2017 çулсенче вăл 7 кометăна[2] тата темиçе Çĕр таврашĕнчи объект, вĕсен хушшинче 2013 TV135[3], шыраса тупнă. Çак объектсене Борисов хăйех шутласа хатĕрленĕ телескопсемпе — GENON (2 кометă) тата GENON Max (5 кометă) — çĕрлехи тӳпене сăнаса тупнă[4]. Борисов 2014 çулта C/2013 N4 тата C/2013 V2 кометăсене Эдгар Уилсонăн 2 чыславне тивĕçнĕ[5].

2019 çулăн пуçламăшĕнче Геннадий Борисов хăйне валли çĕнĕрен 0,65-метр диаметрлă телескоп туса хатĕрленĕ[6][7]. 2019 çулта çурлан 30-мĕшĕнче, çак телескопа тӳпене тĕллесе çăлтăрсем хушшинчи 2I/Borisov кометăна пĕрремĕш уçнă, вăл Хĕвел системинчи иккĕмĕш çăлтăрсем хушшинчи объект шутланать[8].

Тупса уçнисем

Геннадий Борисов 8 кометăна тупса уçнă:

Çаплах 2013 TV135 астероида уçнă.

Асăрхавсем

Комментарисем
Çăлкуçсем
  1. ^ Геннадий Борисов
  2. ^ JPL Small-Body Database Browser
  3. ^ King. Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Sky and Telescope. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  4. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Fontanka не указан текст
  5. ^ The Edgar Wilson Award Recipients. Central Bureau for Astronomical Telegrams. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Крымский астроном рассказал, как открыл первую межзвездную комету. Gazeta.Ru (12 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  7. ^ King. Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Sky and Telescope. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  8. ^ Agle. Newly Discovered Comet Is Likely Interstellar Visitor. NASA (12 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.

Каçăсем