Бочкарёва Наталья Владимировна

Бочкарёва Ната́лья Влади́мировна (ҫур. 1980 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ, Чулхула) — Раҫҫейри театрпа кино актриси, юрӑҫи, телеертӳҫӗ. ТНТ телеканалти «Счастливы вместе» комеди сериалне хутшӑннине пула халӑх хушшинче палӑрнӑ.

Биографи

Наталья Бочкарёва 1980 çулхи утăн 25-мĕшĕнче Чулхулара çуралнă. Амăшĕ, Валерия, 54 çул тултарсан, инсульт хыççăн вĕриленсе вилнĕ, ашшĕ, Владимир, 52 çул тултарсан, çĕре кĕнĕ. Наталья Бочкарёва ашшӗ-амӑшӗ пирки «Подари себя жизнь» телекӑларӑмра (эфира 2010 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче тухнӑ) каласа кӑтартнӑ. Бочкаревӑн ашшӗпе амӑшӗ 9 ҫулта чухне уйрӑлнӑ. Бочкарёвӑн амӑшӗ ГАЗ заводра ӗҫленӗ. Бочкарёвăн йăмăкĕ — Надежда — 6 çул кĕçĕнрех[2].

Горький хулинчи 129-мӗш шкулта вӗреннӗ.

2000 ҫулта Чулхулари театр училищинчен (Р. Левите ӑсталӑх лаҫҫи), 2002 ҫулта МХАТ шкул-студинчен (О. Табаков ӑсталӑх лаҫҫи) вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн тӳрех ӑна МХАТ труппине йышӑннӑ.

Кинора 1999 ҫулта «Китай сервизӗ» фильмра пӗчӗк роле выляса дебютланӑ.

«Счастливы вместе» телесериалти Даша Букина ролӗпе паллӑ пулса тӑнӑ, унта вӑл 2006 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен ӳкерӗннӗ. «Ералашри» киножурналта та ӳкерӗннӗ.

2010 ҫулта — СТБ (Украина) телеканалти передачӑна ертсе пынӑ[3].

«Наталья Бочкарёва шкул-студийӗн» учредителӗ тата директорӗ шутланать.

Пултарулăхĕ

Театрта вылянисем

Мускаври Олег Табаков ертсе пыракан театр-студи

  • «На дне» (М. Горький) — Василиса

А. П. Чехов ячĕллĕ Мускаври пултарулăх театрĕ

  • «Изображая жертву»
  • «Кабала святош»
  • «Немного нежности»
  • «Нули»
  • «Последняя жертва» (А. Н. Островский) — Ирен (Ирина Лавровна Пивокурова)
  • «Ретро» — Людмила
  • «Скрипка и немножко нервно»
  • «Татуированная роза» (Т. Уильямс) — Флора
  • «Терроризм»
  • «Я её люблю»
  • «Результат на лицо»

Сергей Лавровăн продюссер центрĕ

«Арт-Партнёр XXI»

  • «День Палтуса»[4] — Хэриет
  • «Подкаблучники»[5] — Анна

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
1998 ф Китайский сервиз сӑнар ячӗ паллӑ мар
2004 ф Всадник по имени Смерть сӑнар ячӗ паллӑ мар
2004 ф Зима Весна сӑнар ячӗ паллӑ мар
2005 с Аэропорт Наташа
2005 с Верёвка из песка Хуҫа арӑмӗ
2005 с Есенин сӑнар ячӗ паллӑ мар
2005 с Зона Лиза проститутка
2005 ф Семь раз отмерь Марта
2005 ф Золотая голова на плахе сӑнар ячӗ паллӑ мар
2005 с Туристы Алёна
2005 с Адвокат 2 Ирина Протвина
2004—2013 с Кулагин и партнёры Инна
2006 ф Возвращение блудного папы Мила
2006 с Иван Подушкин. Джентльмен сыска Зина Колобкова
2006 с Телохранитель Галя
2006—2013 с Счастливы вместе Даша Букина
2010 ф Мегаджунглис Львина Львичи
2011 ф Квартал Вера
2012 с И отцы, и дети Люба Зисельсон
2013 с Дружба народов Светлана Огурцова
2015 с Стройка Маша
2018 ф Ночная смена жена Корнеева
2018 ф Ёлки Последние Эльза, кафе менеджерӗ
2019 с Две девицы на мели Роксана
2021 с Непосредственно Каха. Женитьба Луиза сутӑҫӑ
2021 с Бендер: Начало мадам Циц
2023 с Кино про бандитов Катюха, Гавр тусӗ
2024 с Бедный олигарх 3 Василиса Честнова
2025 ф Постучись в мою Тверь Сӑнар ятне палӑртман

Музыка трекӗсем

  • 2018 — «Убирайся»[6].
  • 2019 — «Мартини»[7].
  • 2020 — «Моя история».

Пӑтӑрмахсем

2019 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗпе 29-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрле актрисӑна кокаин упранӑшӑн тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ, ӳкӗннӗ[8].

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Мускаври Преображени сучӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе уголовлӑ ӗҫе чарса лартнӑ. Дознаватель Бочкарёвӑна «Евгений Воскресенский ыркӑмӑллӑх фондне укҫа-тенкӗ куҫарса пулӑшнӑшӑн» айӑпа якатнине палӑртнӑ[9].

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Наталья Владимировнӑна Мускаври «Мзиури» ресторана кӗнӗ ҫӗрте ҫаратнӑ. Актриса 200 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ[10].

Харпӑр пурнӑҫӗ

2007 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 2014 ҫулччен Николай Борисов адвокатпа (унран 13 ҫул аслӑ) мӑшӑрлӑ пулнӑ[11]; Горький — Мускав пуйӑсра пынӑ май паллашнӑ. Николай Натальйӑна качча иличчен авланнӑ, унӑн хӗр пулнӑ. Вӗсен икӗ ача пур — ывӑлӗ Иван Борисов (04.01.2007)[12] тата хӗрӗ Мария Борисова (22.02.2008)[13].

2023 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Наталья халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче виҫҫӗмӗш хут ача амӑшӗ пулса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ[14].

Кӑсӑкланӑвӗ

Кинопа театрсӑр пуҫне Наталья Владимировна ҫавӑн пекех живопиҫпе кӑсӑкланать. Вӑл С. Г. Строганов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх ӳнерпе промышленность академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, Еврази ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ шутланать. Хӑйӗн ӗҫӗсен куравӗсене ирттерет[15][16].

Асăрхавсем

  1. ^ Анфиса Чехова захомутала украинского холостяка
  2. ^ Наталья Бочкарёва вышла замуж. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Наталья Бочкарёва стала ведущей СТБ. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ День Палтуса.
  5. ^ Подкаблучники.
  6. ^ Звезда сериала «Счастливы вместе» Наталья Бочкарева выпустила свою первую песню «Убирайся». Актриса решила попробовать себя в новом амплуа (выр.). Вокруг ТВ (19 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ Это не пропаганда алкоголя: Наталья Бочкарева выпустила второй трек. Слушаем, что получилось. Актриса переквалифицировалась в певицу (выр.). Нижний Новгород онлайн (14 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  8. ^ Источник: Наталья Бочкарева признала вину в хранении кокаина. ТАСС (10 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  9. ^ Суд оштрафовал актрису Наталью Бочкареву за хранение наркотиков. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  10. ^ Звезда «Счастливы вместе» лишилась 200 тысяч рублей из-за воровского фокуса. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
  11. ^ Нижегородская актриса Наталья Бочкарёва вышла замуж. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  12. ^ Наталья Бочкарёва стала мамой. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  13. ^ Нижегородская актриса Наталья Бочкарёва — знаменитая Даша Букина из популярного телесериала — почувствовала схватки в канун Дня защитника Отечества. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  14. ^ Мария Степанова. 42-летняя Наталья Бочкарева родила третьего ребенка | STARHIT (выр.). www.starhit.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  15. ^ Библиотека №182 (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
  16. ^ «Актерство — история недолговечная». Интервью с Натальей Бочкаревой — о «клейме» Даши Букиной и родах после 40. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.