Бочкарёв Михаил Степанович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бочкарёв Михаил Степанович
Михаил Степанович Бочкарёв.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1904 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ(1904-08-01)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1974 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ(1974-10-20) (70 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани
Капитан
Командӑланӑ батальон
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ленин орденӗ Хĕрлĕ Ялав орденĕ орден Отечественной войны II степени орден Отечественной войны II степени Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ медаль «В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина» медаль «За оборону Москвы» медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Бочкарёв Михаил Степанович (1904 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Новые Бурасы[d]1974 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Сарӑту) — Совет ҫарӗн полковникӗ, Хасан ҫапӑҫӑвӗсене тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗ

Михаил Бочкарёв 1904 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Бурасы ялӗнче (халӗ — Сарӑту облаҫӗнчи район центрӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1].

Шкулӑн сакӑр класне вӗренсе пӗтернӗ[1].

1920—1925 ҫулсенче «Союзкожпром» эртелте атӑҫӑ пулса ӗҫленӗ[1].

1925 ҫулта РККА-на хӗсмете чӗнсе илнӗ, Всевобуч инструкторӗ пулса хӗсметре тӑнӑ[1].

1931 ҫулта «Выстрел» курссен снайперсен уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].

1938 ҫулхи утӑ—ҫурла уйӑхӗсенче Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусенче Михаил Бочкарёв капитан 1-мӗш ҫарӑн 32-мӗш стрелоксен дивизийӗн 95-мӗш стрелоксен полкӗн 1-мӗш батальонӗпе командӑланӑ (ҫапӑҫу пуҫланнӑ вӑхӑтра батальонта коммунистсемпе комсомолецсем кӑна пулнӑ)[2].

Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусенче М. С. Бочкарёв хӑйӗн салтакӗсене ултӑ хутчен атакана ертсе кайнӑ[2][1].

Икӗ хутчен — ҫурлан 6-мӗшӗнче тата 8-мӗшӗнче — ҫӑмӑл аманнӑ, анчах ҫапӑҫӑва пӑрахса кайман. Вӑл хӑйӗн салтакӗсемпе пӗрле яппунсем туртса илнӗ Заозёрная тата Безымянная сӑртсене каялла тавӑрма пултарнӑ[3].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1938 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе Хасан кӳлли патӗнче яппунсемпе ҫапӑҫнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Михаил Бочкарёв капитана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ тата Ленин орденӗпе чысланӑ (3768-мӗш номерлӗ). «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль кӑларсан Бочкарёва 83-мӗш номерлӗ медальпе чысланӑ[3].

Хасан патӗнчи ҫапӑҫусем пӗтсен стрелоксен полкӗпе командӑланӑ.

1939 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ[1].

1940—1941 ҫулсенче Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан иккӗмӗш курсран фронта тухса кайнӑ[1].

Анӑҫ фронтра ҫар штабӗн офицерӗ[1] тата дивизи командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ[2].

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнчи Ельня хули патӗнче йывӑр аманнӑ[1].

Сывалсан Тамбов облаҫӗнчи Моршанск хулинче пулемётпа миномёт училищин пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ[2], унтан Пензӑри пехота училищине ертсе пынӑ[1].

1954 ҫулта полковник ҫар хисепӗпе отставкӑна тухнӑ[1].

Сарӑту хулинче пурӑннӑ[2], сунарҫӑсен обществин область канашӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ[1].

Общество ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ, ҫамрӑксене ҫарпа патриотла вӗрентес ӗҫе нумай вӑй хунӑ, Сарӑту облаҫӗн ҫар комиссариачӗн штат тулашӗнчи инструкторӗ пулнӑ[2].

1974 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ[1]. Сарӑтури Воскресенски масарӗнче пытарнӑ[3].

Хисепӗсем

  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1938 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ)[4];
  • Ленин орденӗ (1938 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ)[4];
  • Ленин орденӗ (1950 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ)[4];
  • Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1945 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ)[4];
  • II степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1943 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ) [5];
  • II степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ) [4]ҫар кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ)[4];
  • «Хасан ҫапӑҫӑвӗсенче хутшӑннӑскер» паллӑ;
  • медальсем, ҫав шутра «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль [6].

Астӑвӑм

  • Сарӑтура М. С. Бочкарёва халалласа палӑк лартнӑ тата астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ[1][3].
  • Сарӑту облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Бурасы посёлокӗнче пӗр урама Бочкарёв ятне панӑ.
  • Омск хулинчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫнӑ 32-мӗш стрелоксен дивизийӗн Мухтав аллейинче астӑвӑм хӑми пур.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15 Бочкарёв, Михаил Степанович // Герои Советского Союза: краткий биографический словарь в 2-х тт. / редколл., предс. И. Н. Шкадов. том 1. М., Воениздат, 1988. стр.200
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 О. Клименко. Командир комсомольского // «Военный вестник», № 8, 1968. стр.19-20
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочкарёв Михаил Степанович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Наградная карта М. С. Бочкарева. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  5. ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  6. ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.

Каҫӑсем