Бочков Иван Васильевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

тӗрӗслесе тухнӑ
| Бочков Иван Васильевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1915 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗ (27 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Бочко́в Ива́н Васи́льевич (1915 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ, Филиппково[d], Калуга кӗпӗрни[d] — 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗ, Мурманск облаҫӗ) — лётчик-ас, Совет Союзĕн Паттăрĕ, советсемпе финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Сывлӑшри ҫапӑҫусенче 20 хут ытла ҫӗнтернӗ, хӑйӗн хастарлӑхӗшӗн ӑна икӗ Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата «Хастарлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Пурнӑҫӗ
1915 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Калуга кӗпӗрнинчи (халӗ Калуга облаҫӗн Барятино районӗ) Филиппково ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.
Вӑтам шкулта саккӑр класс вӗренсе тухсан, 1928 ҫулта Мускава хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗ патне куҫса килнӗ, кунта ҫӗр чавакан пулса ӗҫленӗ. Унтан шофёрсен курссенче вӗреннӗ те «Калибр» савутра ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах аэроклубра вӗреннӗ. 1937 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1939 ҫулта Чкалов ячӗллӗ Борисоглебск ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ[1].
Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, унти хастарлӑхшӑн ӑна медальпе чысланӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра аслӑ лейтенант пулнӑ, 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне капитан ҫар хисепне тивӗҫнӗ. Карели фрончӗн 7-мӗш сывлӑш ҫарӗн 19-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн сывлӑшпа стрелоксен службин пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Бочков капитан пурӗ 327 хут вӗҫеве тухнӑ, сывлӑшри 53 ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, тӑшманӑн 7 самолётне хӑй тӗллӗн, 15 самолётне ушкӑнпа пӗрле персе антарнӑ[2][3]. Хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе вӑл паллӑ лётчик пулса тӑнӑ — юлташӗсем шӳтлесе Бочков самолёт ҫинче ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрӗсене лартма вырӑн та юлман тесе каланӑ. «Боевая вахта» хаҫат: «Лётчик! Ҫапӑҫура Иван Бочков гварди капитанӗ пек чӑтӑмлӑ, ӑста тата хӑюллӑ пул!» — тесе чӗннӗ, анчах ку чӗнӳ ас вилнӗ хыҫҫӑн тин пичетленнӗ[4].
1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче Бочков Иванпа Кутахов Павел тревогӑпа сывлӑша хӑпарнӑ. Бочков тӑшман самолёчӗсен стройне аркатнӑ, анчах та Кутахов самолётне тӑшман тапӑннине курсан ӑна пулӑшма васканӑ. Юлташӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ пулин та, Бочков хӑй ҫак ҫапӑҫура вилнӗ. Ӑна Мурманск облаҫӗн Кола районӗнчи Шонгуй чарӑнӑвӗнчи тӑванлӑ масар вырӑнӗнче пытарнӑ[4].
Бочков юлташӗсем унӑн амӑшне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ[4]:
«Салам, хаклӑ Федосья Никифоровна, пирӗн юратнӑ ҫапӑҫу юлташӑмӑрӑн амӑшӗ, тата Аня йӑмӑкӗ!
Хаклисем! Ҫапӑҫура ывӑлӑра ҫухатни маншӑн та, Костьӑшӑн та питӗ пысӑк та йывӑр ҫухату пулнине ӗненӗр. Амӑшӗ, эсир пӗлетӗр вӗт, эпир яланах пӗрле, сывлӑшра та, ҫӗр ҫинче та ҫирӗп туссем пулнине. Ванюша 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче хаяр сывлӑш ҫапӑҫӑвӗнче вилчӗ, унта эпир иккӗн кӑна пултӑмӑр: вӑл тата эпӗ, истребительсем вара 6 штук пулчӗҫ. Акӑ ҫак хӗрӳ те вӑрӑм ҫапӑҫу пирӗн авиаци ретӗнчен чи паха ҫынна, хӑйӗн ӗҫне юратнӑ, пуян опытлӑ маҫтӑра туртса илчӗ. Вӑл фашизмпа, пирӗн юнри тӑшманпа, арӑслан пек ҫапӑҫрӗ. Амӑшӗ — хӗсметри юлташсем уншӑн тавӑрӗҫ, эсир тархасланине пурнӑҫлӗҫ. Пурнӑҫпа ҫапӑҫу ӗҫӗ малалла пырать. Хальлӗхе ҫакӑ кӑна.
Сивпуллашатпӑр. Чӗрӗ-сывӑ юлатпӑр. Кутаховпа Фомченков.»
1943 ҫулхи ҫун уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Бочков Иван Васильевича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[5].
Астӑвӑм
- Иван Бочков ячӗпе Мускав, Мурманск хулисенче тата Шонгуй чарӑнӑвӗнче урамсене ят панӑ.
- Килпъявр посёлокӗнче (унта 19-мĕш авиаци полкӗ вырнаҫнӑ пулнӑ) тата Мурманскри Бочков урамӗнче асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
- Паттӑр лётчик ячӗпе «Мурманрыбпром» флочӗн траулерне ят панӑ[6].
- Иван Васильевич ӗҫлеме тытӑннӑ «Калибр» савут пахчинче унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[1].
- Германири Пютниц авиабазинче Бочков Иванӑн барельефӗ пур.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Бочков Иван Васильевич , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ на сайте warheroes.ru
- ^ Быков М. Ю. Все асы Сталина. 1936—1953. — Яуза, 2014. — С. 160. — (Элитная энциклопедия ВВС). — ISBN 978-5-9955-0712-3.
- ^ Редакция. Иван Бочков: советский ас (2023-06-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Soviet Fighter Aces of 1936—1953 years. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Бочков Иван Васильевич — Герой Советского Союза. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Проект B-408 (ПНР), тип Иван Бочков. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
Каçăсем
- РАН рецензиленӗ статьясем
- Авӑнӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1915 ҫулта ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Акан 4-мӗшӗнче вилнисем
- 1943 ҫулта вилнисем
- СССР-та вилнисем
- Совет гвардийĕ
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем
- Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче пуҫ хунисем