Бояка патӗнчи ҫапӑҫу
Бояка патӗнчи ҫапӑҫу (исп. Batalla de Boyacá) — 1819 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Боливар Ҫӗнӗ Гранадӑна ирӗке кӑларас кампанине ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме май туса панӑ ирӗклӗхшӗн вӑрҫнӑ чухне пулса иртнӗ ҫапӑҫу. Ҫапӑҫу Анд тӑвӗсенче Боготӑран 150 ҫухрӑмра, Каса-де-Теха ятлӑ вырӑнта, Театино юханшывӗ урлӑ Бояка кӗперӗнчен инҫех мар пулса иртнӗ.
1819 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Симон Боливар генерал 3400 ҫынлӑ ҫарпа Венесуэлӑран Анд урлӑ каҫса Ҫӗнӗ Гранадӑна ҫитнӗ. Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Писб урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫакна кӗтмен испансене Паййӑран кӑларса пӑрахма пултарнӑ. Утӑ уйӑхӗнче Боливар салтакӗсен шучӗ 1 900 ҫын таран чакнӑ. Утӑн 25-мӗшӗнче Боливар Варгас шурлӑх патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн унӑн ҫарӗ япӑх хӳтӗленӗ Богота еннелле ҫул тытнӑ.
Авӑнӑн 7-мӗшӗнче ирхине Боливар вӑйӗсем Тунхӑна ҫитнӗ, чакса пыракан Испани ҫарӗ Бояка еннелле ҫул тытнӑ. Роялистсен авангарчӗ Каса-де-Техӑна 13:30 вӑхӑт тӗлне ҫитнӗ, арьергард вара километр ҫурӑ кая юлса пынӑ. 14:00 сехет ҫитес умӗн икӗ авангард разведчикӗсем пӗр-пӗрне асӑрханӑ, ҫапла май Испани авангарчӗ Бояка кӗперӗ урлӑ каҫса хӑйӗн позицийӗсене йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах патриотсен вӑйӗсем Каса-де-Техӑна ҫитнӗ. Баррейро полковникӑн испансен арьергарчӗ Каса-де-Пьедр патӗнчи сӑрт патнелле чакнӑ.
Симон Боливар тӑшман арьергардне флангран сылтӑм енчен икӗ батальонпа тата сулахай енчен Британи доброволецӗсен легионӗпе атакӑлама хушнӑ. Выляса янӑ испанецсем каялла чаксан, Боливар хӑйӗн уланӗсене роялистсен пехотин варрине атакӑлама хушнӑ. Испани кавалерийӗн эскадронӗ ҫапӑҫу уйӗнчен тарнӑ хыҫҫӑн роялистсен арьергарчӗ хӑйӗн командирӗпе пӗрле парӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтра Франсиско де Паула Сантандер патриочӗсен авангарчӗ Театино шывӗ урлӑ каҫнӑ та испанецсем патне тылран тухнӑ. Фронтран тата тылран штыкпа атакӑланине пула роялистсен кӗпере пӑрахса хӑварма тивнӗ, вӗсем тарнӑ. Ҫапӑҫу 16:00 сехет тӗлӗнче вӗҫленнӗ.
Бояка патӗнчи ҫӗнтерни патриотсене Богота патне ҫул уҫса панӑ, ҫапла май ҫӗршыва ирӗке кӑларма майсем туса панӑ. Сантандера та, Ансоатегине те ҫапӑҫу хыҫҫӑн генерал-майор званине хӑпартнӑ, Ҫӗнӗ Гранада вице-королӗ вара, унӑн ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен хыпар илтсен тарнӑ. Тыткӑна лекнӗ Баррейрӑна тата ытти 30 испан офицерне каярах персе вӗлернӗ.