Брагинец Николай Григорьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Брагинец Николай Григорьевич
Николай Григорьевич Брагинец.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1910 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ(1910-12-24)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1985 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ(1985-12-06) (74 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ авиаци
Авиаци
Звани
Аслă лейтенант
Командӑланӑ звено
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Хĕрлĕ Ялав орденĕ орден Отечественной войны I степени орден Отечественной войны II степени Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ «Хăюлăх» медалĕ медаль «За боевые заслуги» медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» медаль «Ветеран Вооружённых Сил СССР»
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Брагинец Николай Григорьевич (1910 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ, Репкинский район[d]1985 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ, Мускав) — советсен ҫар летчикӗ, подполковник, Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1940).

Пурнӑҫӗ

Брагинец Николай 1910 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — 24-мӗшӗнче) Аслӑ Весь ялӗнче (халӗ — Украинӑн Чернигов облаҫӗн Репки районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ял шкулне пӗтерсен тӑван ялӗнче ӗҫленӗ. 1928—1929 ҫулсенче Киев округ судӗнче курьер пулса ӗҫленӗ. 1929 ҫулта комсомол путевкипе Донбасса кайнӑ, унта шахтӑра крепёжник, слесарь, машина пулӑшуҫи пулнӑ. 1931 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1933 ҫулта Ленинградри лётчиксен ҫарпа теори шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхинех ВКП(б) ретне кӗнӗ.

1933—1935 ҫулсенче Энгельс хулинчи лётчиксен 14-мӗш ҫар шкулӗнче вӗреннӗ[1].

1939—1940 ҫулсенче Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Брагинец Николай Григорьевич аслӑ лейтенант Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтӑн 7-мӗш ҫарӗн 68-мӗш авиабригадин 63-мӗш хӑвӑрт вӗҫекен бомба пӑрахакан авиаполкӗн звено командирӗ пулнӑ. Финсен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗсене, тӑшман вӑйӗсем пухӑннӑ вырӑнсене бомбӑланӑ. Р-5 тата СБ самолётсемпе 34 хутчен ҫапӑҫу вӗҫевне тухнӑ.

1940 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче хупӑрласа илнӗ совет ҫарӗсене апат-ҫимӗҫпе припассем янӑ чухне 3-мӗш ҫӑмӑл бомба пӑрахакан авиаполкӑн Р-5 самолётне тӑшман персе антарнӑ, ӑна нихӑшӑн мар вырӑнта лартма тивнӗ. Брагинец Николай хӑйӗн самолётне тӑшман персе тӑнине пӑхмасӑр ҫав самолёт ҫумне лартнӑ та унӑн экипажне (А. Я. Летучий лётчика тата М. Г. Близнюк лётчик-сӑнавҫӑна) хӑйпе пӗрле аэродрома илсе тухнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Указӗпе финн белогвардеецӗсемпе кӗрешнӗ фронтра командованин ҫар задачисене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брагинец Николай Григорьевич аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗпе тата 471-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. 1941 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче — Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтра 63-мӗш бомба пӑрахакан авиаполкӑн эскадрилья командирӗн ҫумӗ. Балтиҫумра тата Осташков тӗлӗнче ҫапӑҫнӑ. 16 хутчен ҫапӑҫу вӗҫевне тухнӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн самолётне сывлӑшри ҫапӑҫура персе антарнӑ, вӑл йӑвӑр аманнӑ, 1942 ҫулхи ҫу уйӑхччен госпитальсенче сипленнӗ.

1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чкалов хулинче (халӗ Ӗренпур) эвакуацире пулнӑ Ҫарпа сывлӑш академийӗн хӑвӑртлатнӑ курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи раштав уйӑхччен — ПВО фрончӗсен Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсен операци пайӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи. Курск ҫапӑҫӑвӗ, Днепршӑн ҫапӑҫни, Украинӑпа Беларуҫе ирӗке кӑларни вӑхӑтра фронт ҫумӗнчи коммуникацисене сывлӑшран хӳтӗлессине йӗркелеме хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. 1946 ҫултанпа СССР Сывлӑш десант ҫарӗсен авиаци управленийӗнче тӗрлӗ должноҫсенче ӗҫленӗ. 1949 ҫулта подполковник ҫар хисепне илнӗ. 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче чирлесе кайнипе запаса тухнӑ[1].

1960 ҫултан пуҫласа 1985 ҫулччен СССР Стратегилле тӗллевлӗ ракета ҫарӗсен Тӗп ҫыхӑну узелӗнче ӗҫленӗ. Мускавра пурӑннӑ[1].

1985 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ, Кунцево масарӗнче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1952), 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин икӗ орденӗпе (1945, 1985), 2-мӗш степеньлӗ пӗр орденпа (1944), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1947), ҫавӑн пекех медальсемпе, вӑл шутра «Хастарлӑхшӑн» (1940) тата «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» (1944) медальсемпе наградӑланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брагинец Николай Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • «Военный энциклопедический словарь ракетных войск стратегического назначения» / Министерство обороны России.; Гл.ред.: И. Д. Сергеев, В. Н. Яковлев, Н. Е. Соловцов. — Большая Российская энциклопедия, 1999. — 632 с. — 8500 экз. — ISBN 5-85270-315-X.. — С.69.
  • Церковный М. Ф., Шиганов А. Д., Юрьев Б. Ф. Героев подвиги бессмертны. — Киев:1982.

Каҫӑсем