Бражников Иван Моисеевич
| Бражников Иван Моисеевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1915 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1991 ҫулхи акан 9-мӗшӗ (75 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Иван Моисеевич Бражников (1915 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ, Ӗренпур — 1991 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, Ӗренпур) — совет саманин ҫар лётчикӗ, майор, Хӗрлӗ Ҫарӑн Польша походне тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1942 ҫул). Ҫавӑн пекех прозаик тата поэт пек паллӑ[1].
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Иван Бражников 1915 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — чӳкӗн 1-мӗшӗнче) Ӗренпур хулинче рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ир вилнӗ, ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Облаҫри куҫӑмсӑр вӗренмелли вӑтам шкулӗн ҫичӗ классне, 1931 ҫулта — хатӗрлевпе савут вӗренӳ шкулне (ФЗУ) пӗтернӗ. Картон мастерскойӗнче вӗренекен, Канашсен ҫуртне тӑвакан вырӑнта рабочи, «Прогресс» эртелти шӑратмалли цехра молотобоец, «Водоканал» трестра слесарь пулса ӗҫленӗ[2][3].
1935—1937 ҫулсенче Ӗренпур драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнче вӗреннӗ, 1934—1937 ҫулсенче ҫак театрта артист пулса ӗҫленӗ, репертуарти спектакльсене хутшӑннӑ[3].
Хӗсметре
1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1938 ҫулта кӗҫӗн командирсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, Киев ҫар округӗнче отделени командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1939 ҫулхи Хӗрлӗ Ҫарӑн Польша походне хутшӑннӑ. 1941 ҫулта кӗҫӗн авиаци специалисчӗсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта кайнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Кӑнтӑр, Калинин, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗнче ҫапӑҫнӑ. Одессӑна хӳтӗленӗ, Мускавшӑн ҫапӑҫнӑ, Украина ССРне, Беларуҫ ССРне, Балтикаҫумне ирӗке кӑларнӑ, Германири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Иван Бражников сержант Кӑнтӑр фрончӗн 18-мӗш ҫарне кӗрекен 45-мӗш хутӑш авиаци дивизин 132-мӗш хӑвӑрт бомбӑлакан авиаци полкӗн стрелок-радисчӗ пулнӑ[2].
Паттӑрлӑх
1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче[прим 1] Ар-2 бомбӑлакан самолёт экипажӗ (Гавриил Локтев аслӑ лейтенант командир, Михаил Навроцкий лейтенант штурман тата Иван Бражников сержант стрелок-радист) Днестр юханшывӗ урлӑ тӑшман каҫмалли вырӑна аркатма хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама вӗҫсе тухнӑ. Тӗллев патне ҫитсен тӑшман истребителӗсем тапӑннипе самолёта вут тивнӗ. Апла пулин те экипаж хӑйӗн ӗҫне малалла пурнӑҫланӑ. Бражников тӑшманӑн виҫӗ истребительне персе антарнӑ[2], Локтевпа Навроцкий вара бомбӑсене тӗрӗс вырӑна пӑрахнӑ. Каҫмалли вырӑна аркатсан экипаж командир хушнипе ҫунакан самолётран парашютпа сикнӗ . Локтев аннӑ чухне вилнӗ[4], Навроцкийпа Бражников вара хӑйсен ҫарӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре анса ларма пултарнӑ[5][6].
Ҫак вӗҫевшӗн экипажӑн мӗнпур членне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама тӑратнӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи Указӗпе «командовани хушнӑ ҫар ӗҫӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата хастарлӑхпа харсӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Иван Бражников сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, унпа пӗрле Ленин орденӗпе тата 680-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[2][7].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑт
1943 ҫулта ВКП(б) партине кӗнӗ. 1946 ҫулта майор ҫар хисепӗпе запаса тухнӑ. Ӗренпурта «Прогресс» эртел председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1947 ҫултанпа патшалӑх хӑрушсӑрлӑх органӗсенче хӗсметре тӑнӑ, Ташкентри МГБ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулччен Ӗренпур облаҫӗнче патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1954 ҫулта гражданла ӗҫе куҫнӑ, театра таврӑнман[2][3].
1954 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӗппипех запаса тухса хуҫалӑх ӗҫне куҫнӑ. Орск машина тӑвакан савутра директорӑн кадрсем енӗпе пулӑшуҫи, парти организацийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫулта Ӗренпурти патшалӑх педагогика институчӗн истори факультечӗн икӗ курсне куҫӑмсӑр вӗренсе пӗтернӗ. Кайран Орск ҫӗвӗ хапрӑкӗнсе, Орскри 2-мӗш номерлӗ тимӗр-бетон конструкцисен савутӗнче ӗҫленӗ[2].
1983 ҫулта «Каменный пояс» пуххинче Иван Бражниковӑн автобиографиллӗ ҫырӑвӗсене пичетлесе кӑларнӑ[1].
1975 ҫулта Ӗренпура пурӑнма куҫнӑ. 1991 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Ӗренпурти «Степной» мемориал комплексӗнче пытарнӑ[2]. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак комплексра Паттӑрӑн ҫӗнетнӗ палӑкне уҫнӑ. Ӗренпурти драма театрӗн фойинче фронтовик-артистсене халалланӑ курав пур, унта И. М. Бражников ҫинчен те каласа панӑ[3].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (680-мӗш №, 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ);
- Ленин орденӗ (1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ)[2];
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ);
- Медальсем, ҫав шутра «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль, «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль, «Германине ҫӗнтернӗшӗн» медаль, «Совет Ҫарӗпе Флочӗ XXX ҫулта» медаль[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Оренбургская областная библиотека им. Н. К. Крупской. Краеведческий календарь.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10
Бражников Иван Моисеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2, 3, 4 Открытие памятника Герою Советского Союза. Оренбургский драматический театр (7 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Наградной лист Локтева Г. В. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Наградной лист Навроцкого М. А. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Наградной лист Бражникова И. М. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 27 марта 1942 года. Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик 1 (12 акан 1942). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- Асӑрхаттарнисем
- ^ Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсенче ҫапӑҫу вӑхӑтне 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тесе кӑтартнӑ. Нумайӑш документсенче, ҫав шутра «Халӑх паттӑрлӑхӗ» сайтти чыслав лисчӗсенче те, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тесе ҫырнӑ.
Каҫӑсем
- Чӳкӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1915 ҫулта ҫуралнисем
- Ăренпур кĕпĕрнинче çуралнисем
- Акан 9-мӗшӗнче вилнисем
- 1991 ҫулта вилнисем
- СССР-та вилнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- СССР сержанчĕсем тата старшинисем
- Сержантсем (СССР)
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем