Броварец Владимир Тимофеевич
| Броварец Владимир Тимофеевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1923 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ (20 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Командӑланӑ | взвод |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Владимир Тимофеевич Броварец (1923 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ, Мрин[d], Черниговская губерния[d] — 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ, Киев) — совет саманин офицерӗ, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
1923 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Мрин ялӗнче (халӗ Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Носовка районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин[1][2].
1941 ҫулта Ҫӗнӗ Титаровски станицинчи (халӗ Краснодар крайӗнчи Динской районӗ) 29-мӗш номерлӗ вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ[3]. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ те ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ. Дон тата Тӗп фронтсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Броварец Владимир лейтенант, ВКП(б) пайташӗн кандидачӗ, Тӗп фронтӑн 60-мӗш ҫарӗнчи курсантсен 248-мӗш стрелоксен бригадин стрелоксен взводне ертсе пынӑ[2]. Курск ҫапӑҫӑвӗнче тата Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫура палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Романово ялӗ патӗнче (халӗ Курск облаҫӗнчи Хомутовка районӗ) Броварец хӑйӗн салтакӗсене тӑшманӑн хӳтӗлӗвӗсене штурмлама хӑй хыҫҫӑн ертсе кайнӑ. Траншейӑри ҫапӑҫура вӑл хӑйӗн аллипех тӑшманӑн 5 салтакне пӗтернӗ. Хомутовка ялӗ патӗнче нимӗҫ ҫарӗсем совет подразделенийӗсен тапӑнӑвне чарса хурасшӑн пулнӑ. Пӗчӗк ушкӑн салтакпа пӗрле Броварец нимӗҫсен дочӗ патне шуҫса пынӑ та ӑна икӗ гранатӑпа персе аркатнӑ, ҫакӑ тӑшмана Хомутовкӑран хӑваласа кӑларма май панӑ. Попова Слобода ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура Броварец хӑйӗн аллипех тӑшманӑн 7 салтакне пӗтернӗ. Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Броварец взвочӗ Толокунь ялӗ патӗнче (халӗ Украинӑри Киев облаҫӗнчи Вышгород районӗ) Днепр хӗррине тухнӑ та ун урлӑ каҫма пуҫланӑ. Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче плацдарма йышӑнсан, взвод ӑна тытса тӑнӑ, ҫакӑ вара совет подразделенийӗсене ӑнӑҫлӑн каҫма май панӑ[1][3].
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Киевшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче Броварец вилнӗ[1][4].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «Днепр урлӑ каҫнӑ чухне тата унӑн сылтӑм ҫыранӗнчи плацдарма тытса тӑнӑ ҫӗрте хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Броварец Владимир лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе чысланӑ[1][2].
Астӑвӑм
Бровареца хисеплесе унӑн тӑван Мрин ялӗнче урам ятне панӑ[1]. Чернигов облаҫӗнчи Носовка район центрӗнче (хулара) Паттӑрӑн асӑну паллине лартнӑ[1]. Мрин ялӗнчи ял канашӗн ҫурчӗ ҫинче мемориал хӑми вырнаҫтарнӑ[5].
Броварец вӗреннӗ Ҫӗнӗ Титаровски станицинчи 29-мӗш номерлӗ вӑтам шкулӑн (Краснодар крайӗ) фасачӗ ҫинче мемориал хӑми вырнаҫтарнӑ[3]. 2010 ҫултанпа шкул Совет Союзӗн Паттӑрӗн Броварец Владимир Тимофеевичӑн ячӗпе хисепленет[6][7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7
Броварец Владимир Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2, 3 Броварец Владимир Тимофеевич. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Владимир Тимофеевич Броварец. Межпоселенческая библиотека станица Динская. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Броварець Володимир Тимофійович. Енциклопедія Сучасної України. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^
Броварец Владимир Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ МАОУ СОШ № 29 имени Героя Советского Союза Броварца Владимира Тимофеевича. Учи.ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ МАОУ МО Динской район СОШ №29 имени Броварца В. Т. Rusprofiles. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каҫӑсем
Броварец Владимир Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
