Бронец Иван Иванович

Иван Иванович Бронец (1914, Яготинский район[d]1939 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Монголи) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн кӗҫӗн командирӗ, Халхин-Голти ҫапӑҫусене хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1939). Хими ҫарӗсенчен чи малтан Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ ҫар ҫынни[1].

Пурнӑҫӗ

Иван Бронец 1914 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче Ракитное ялӗнче (халӗ Украинӑри Киев облаҫӗнчи Яготин районӗ) ҫуралнӑ. Ир тӑлӑха юлнӑ, куккӑшӗ патӗнче ӳснӗ. 1927 ҫулта тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ, 1927-1929 ҫулсенче ҫав районти Райковщина шкулӗнче вӗреннӗ. 1930 ҫултанпа Бронец колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ. 1935 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне службӑна чӗнсе илнӗ, вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи бронетанк ҫарӗсенче службӑра тӑнӑ. 1939 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Иван Бронец кӗҫӗн командир 1-мӗш ҫар группинчи ҫӑмӑл танксен 6-мӗш бригадин ХТ-26 ҫулӑм пӗрӗхтерекен танкӑн механик-водителӗ пулнӑ. Халхин-Голти ҫапӑҫусенче палӑрнӑ[2].

Яготин хулинчи Ентеш-Паттӑрсен аллейинчи Иван Бронец бюсчӗ

Монголири Халхин-Гол юханшывӗ патӗнчи ҫапӑҫусенче Бронец хӑйӗн экипажӗпе пӗрле Япони ҫарӗн 50 ытла салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. 1939 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Бронец танкне персе ҫӗмӗрнӗ, ҫакӑн пирки вӑл ҫунакан машинӑра вилнӗ. Ӑна Халхин-Гол юханшывӗ патӗнчи тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ[2].

Ҫар тата интернационал тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Иван Бронец кӗҫӗн командира вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ[2].

Астӑвӑм

  • Бронец бюстне Яготинра Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ.
  • Паттӑрӑн грамотине Яготин районӗнчи Райковщина шкулне ӗмӗрлӗх упрама панӑ[2].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Кузнецов И. И., Джога И. М. Первые Герои Советского Союза (1936—1939). — Иркутск: 1983.
  • Боевые звёзды киевлян. — Киев: Политиздат Украины, 1983.