Брыль Николай Харлампиевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Брыль Николай Харлампиевич
Николай Харлампиевич Брыль.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1921 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ(1921-02-05)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1982 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ(1982-02-12) (61 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ çыхăнуçсем
Çыхăну çарĕсем
Звани
Совет гвардийĕ
Сержант
Командӑланӑ отделени
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ орден Отечественной войны II степени Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ «Хăюлăх» медалĕ медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Николай Харлампиевич Брыль (1921 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ, Никополь[d]1982 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Никополь[d], Днепропетровск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, аслӑ сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

1921 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Никополь хулинче (халӗ — Украинӑри Днепропетровск облаҫӗ) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ.

Шкулта сакӑр класс вӗренсе пӗтернӗ, унтан 1938 ҫулта — фабрикӑпа заводри вӗренӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Никопольти кӑнтӑр енчи пӑрӑх заводӗнче строгальщик, фрезеровщик пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Кӗҫӗн командирсен дивизири шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Дон, 3-мӗш Украина, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусенче пулнӑ. 1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Николай Брыль гварди сержанчӗ 1-мӗш Белоруҫ фронтӗнчи 8-мӗш гварди ҫарӗн 57-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 89-мӗш гварди уйрӑм ҫыхӑну ротинчи отделенипе командӑланӑ. Висла урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Брыль малта пыракан отрядпа пӗрле Польшӑри Магнушев хулинчен кӑнтӑр еннелле Висла урлӑ юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранне каҫнӑ та артиллери батарейипе ҫыхӑну йӗркеленӗ. Тӑшман пӗр вӗҫӗмсӗр персе тӑнӑ пулин те, Брыль кабель татӑлнӑ ҫӗрсене юсама тесе Висла урлӑ темиҫе хут та ишсе каҫнӑ. Ҫыхӑну шанчӑклӑхне ӳстерммешкӗн Брыль юханшыв урлӑ тата ҫыхӑнӑвӑн икӗ линине хывнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗпе кӗрешнӗ чухне хастарлӑх, хӑюллӑх тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Николай Брыль гварди сержантне 6990-мӗш номерлӗ Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеппе тивӗҫтернӗ[1].

1946 ҫулта Брыль аслӑ сержант демобилизациленнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ та савутра ӗҫленӗ. 1959 ҫулта Никопольти металлурги техникумне вӗренсе пӗтернӗ, 1965 ҫулта вара — Днепропетровскри металлурги институтне вӗренсе пӗтернӗ.

1982 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брыль Николай Харлампиевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Брыль Николай Харлампиевич // Золотые Звёзды : Книга о дважды Героях и Героях Советского Союза, уроженцах Днепропетровщины / сост. Н. С. Головин, В. Н. Петрищева ; при участии Ф. А. Матюшко, А. И. Посаднев ; ред. М. А. Штейн. — Днепропетровск : Промiнь, 1967. — С. 101—102. — 432 с. — (Герои Советского Союза).
  • Брыль Николай Харлампиевич // И генерал, и рядовой… : Очерки о Героях Советского Союза, уроженцах Днепропетровской области / Н. И. Воробьёв, С. А. Герасименко, В. Л. Головко и др. ; сост. А. Ф. Снитко ; ред. Г. В. Николенко, К. К. Чернышев. — Днепропетровск : Промiнь, 1983. — С. 90—92. — 567 с. — (Герои Советского Союза). — ББК 63.3(2Ук)722.78.

Каçăсем