Букинистика
Букини́стика (фр. Bouquiniste — букинист, фр. Bouquin — кивĕ кĕнеке) — кивĕ кĕнекене тата пичетленĕ урăх антиквар кăларăмĕсене суту-илĕве кĕртни.
Букинистсем — букинист суту-илĕвĕн ăстаçисем, яланхилле вĕсем ĕлĕххи сайра тĕл пулакан кăларăмсене питĕ аван пĕлеççĕ. Кивĕ кĕнекесене букинист пайне — 1851 хыççăнхисем, тата антиквар — 1851 çулчен, уйăраççĕ. Букинистика библиофилсен коллекцисене пухмалли çăлкуç шутланать.
Раççейри букинистика кун-çулĕ
Киве кĕнекесене сутнине XVI—XVIII ĕмĕрсенче палăртма пулать, анчах та анлăн букинистика XIX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче кăна аталанма тытăнать. Ĕмĕрĕн вĕçнелле букинистсен лавккисем, ытларах Петербургра тата Мускавра ,уçалаççĕ.
Право статусĕ
Тĕнчери чылайрахăш патшалăхсен саккунĕсенче букинистсен ĕç-хĕлне ирĕк паракан йышăнусем пур. Раççей Федерацинче - РФ ГК 1272-мĕш статьи.
Çăлкуçсем
- Шаблон:Çăлкуç/БСЭ
- Бунистическая торговля( ӗҫлемен каҫӑ). Российский гуманитарный энциклопедический словарь: В 3 т. — М.: Гуманит. изд. центр ВЛАДОС: Филол. фак. С.-Петерб. гос. ун-та, 2002
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |