Буребиста

Буребиста — пирӗн эрӑчченхи 82 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 44 ҫулччен Даки патши.

Пурнӑҫӗ тата йӑхсене пӗрлештерни

Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗнче гето-дак йӑхӗсем сутӑ-илӳ аталаннӑ май пӗрлешме тытӑннӑ. Грексемпе ҫыхӑну тытни тата тулашри хӑрушлӑх ку ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Хӗвеланӑҫра кельтсем, тухӑҫра скифсем, бастарнсем тата сарматсем хӗснӗ. Чи пысӑк хӑрушлӑх римлянсенчен килнӗ, вӗсем Авалхи Греципе Македоние ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн даксен ҫӗрӗсем патнех ҫитнӗ. Буребиста йӑхсене пӗрлештерсе вӑйлӑ патшалӑх тунӑ, ӑна Декеней аслӑ священник пулӑшнӑ.

undefined

Страбон хыпарланӑ тӑрӑх, патша хӑйӗн халӑхне вӑрӑм вӑрҫӑсем хыҫҫӑн вӑйлӑлатнӑ та кӳршӗ йӑхсене пӑхӑнтарнӑ. Вӑл Дунай урлӑ каҫса Фракине, Македоние тата Иллирие тапӑнса ҫӳренӗ, римлянсене те хӑратса тӑратнӑ. Декеней сӗнӗвӗпе патша даксене иҫӗм ҫырли лартма чарнӑ та эрех ӗҫмесӗр пурӑнма хушнӑ.

Патшалӑх тытӑмӗ

Патшалӑхӑн тӗп пайӗ хальхи Трансильванин кӑнтӑр енче, Орэштие тӑвӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Патша влаҫӗ тухӑҫ енче Кӑнтӑр Буг юханшыв таран, кӑнтӑрта — рим провинцийӗн чиккисем таран, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче — хальхи Чехи ҫӗрӗсенчи бойсем таран сарӑлнӑ.

Пирӗн эрӑчченхи 44 ҫулта Буребистӑна пӑлхав вӑхӑтӗнче вӗлернӗ. Ӑна хӑйӗн влаҫне ҫирӗплетнипе килӗшмен аристократсем йӗркеленӗ пулмалла. Патша вилсен Дакия 4 пая арканнӑ. Буребиста гето-даксен пӗрремӗш пӗрлешӗвне туса хунӑ, ӑна ҫӗр ҫул иртсен тин Децебал каллех пӗрлештерме пултарнӑ.

Астӑвӑм

Буребиста ҫинчен Страбон, Иордан ҫырнисенчен тата Болгарири Балчик хулинче тупнӑ плитаран пӗлме пулать[1].

1970 ҫулсенчен пуҫласа Румыни диктаторӗ Николае Чаушеску авалхи историнчи протохронизм теорийӗпе хӑйӗн влаҫне ҫирӗплетме усӑ курнӑ[2]. 1980 ҫулхи румын правительстви дак патшалӑхӗ йӗркеленнӗренпе 2050 ҫул ҫитнине анлӑн уявланӑ, Буребиста вӑхӑчӗпе Чаушеску тапхӑрне танлаштарнӑ[3]. Ҫав ҫулталӑкрах патша ҫинчен кинофильм кӑларнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ W. S. Hanson, Ian Haynes Roman Dacia: the making of a provincial society, 2004, // Journal of Roman Archaeology — ISBN 1-887829-56-3, — p. 34
  2. ^ 1, 2 Boia, Lucian (2001). History and Myth in Romanian Consciousness , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчи копийӗ. — Central European University Press. — ISBN 963-9116-97-1. — p. 221
  3. ^ Boia, Lucian (2001). History and Myth in Romanian Consciousness , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчи копийӗ. — Central European University Press. — ISBN 963-9116-97-1. — p. 78; 125

Вуламалли

  • Н. Урсулеску. История румын. Древний мир. — Кишинёв-Яссы, 1992.
  • И. А. Ожог, И. М. Шаров. Краткий курс лекций по истории румын. — Кишинёв, 1992. Архивная копия от 14 февраля 2005 на Wayback Machine
  • В. Е. Андрущак, П. А. Бойко, П. П. Бырня. История Республики Молдова с древнейших времен и до наших дней. — Кишинёв, 1998.

Каҫӑсем