Бурмистров Михаил Фёдорович
Михаил Фёдорович Бурмистров (1901 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Пушкино, Мускав кĕперни — 1939 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Монголи) — бомбардировщик авиацийӗн совет лётчикӗ, Раҫҫейри граждан вӑрҫи тата Халхин-Голти ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1939 ҫул, вилнӗ хыҫҫӑн). Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн майорӗ.
Пурнӑҫӗ
Михаил Бурмистров 1901 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Пушкино ялӗнче (халӗ Мускав облаҫӗнчи хула) ҫуралнӑ. 1909 ҫулта ҫемйипе Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. 1919 ҫулта партизан отрядне кӗнӗ, А. В. Колчак ҫарӗпе ҫапӑҫнӑ.
1920 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РККА йышне тӑрса Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ, басмачсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑра икӗ хут аманнӑ.
1926 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Тӗрлӗ ҫар шкулӗнче вӗреннӗ. 1930 ҫулта Ӗренпурти лётчиксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1933 ҫулта Борисоглебскри лётчиксен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].
1938 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Бурмистров майор 150-мӗш хӑвӑрт вӗҫекен бомбардировщиксен авиаци полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ[1].
1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа полк Халхин-Голти ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче Бурмистров хӑйӗн полкне 22 хут ҫапӑҫма ертсе кайнӑ. 1939 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Бурмистров майор икӗ эскадрилья ертсе Халун-Аршан станцине (Маньчжури) тапӑннӑ, унта яппунсен ҫар эшелонӗсене пушатнӑ. Тапӑннӑ хыҫҫӑн станцинче пушарсемпе пуҫланнӑ, япаласем сирпӗннӗ. Каялла таврӑннӑ чухне Бурмистров самолётне тӑшманӑн зенитӗнчен персе антарнӑ, пӗтӗм экипаж вилнӗ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи Указӗпе тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне, техникине тата хӳтлӗхӗсене пӗтернӗ чухне сывлӑшри ҫапӑҫусенче хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн тата полкпа ӑста ертсе пынӑшӑн Бурмистров майора вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ;
- Ленин орденӗ (17.11.1939);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (29.08.1939);
- «Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗ 20 ҫулта» юбилей медалӗ (22.02.1938)[1].
Ӗҫтешӗсен хаклавӗ
Бурмистров питӗ лайӑх лётчик, пуян опытлӑ командир пулнӑ. Хӑйне пӑхӑнакан салтаксемпе офицерсене ялан тимлӗх уйӑрнӑ. Вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ, анчах ырӑ ҫын пулнӑ. Полкра ӑна пурте хисепленӗ.
— Ганин Н. И.[2] Необъявленная война // В сб.: Халхин-Гол: взгляд на события из XXI века. Сборник статей. — М.: Институт востоковедения РАН, 2013. — 156 с. ISBN 978-5-89282-511-5. — С. 11.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Герои Халхин-Гола. — М.: Воениздат, 1989.
- Кузнецов И. И., Джога И. М. Первые Герои Советского Союза (1936–1939). — Иркутск, 1983.
- Кондратьев В. Халхин-Гол: Война в воздухе. — М.: Техника — молодёжи, 2002.
Каҫӑсем
Бурмистров Михаил Фёдорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра