Бучкури Александр Алексеевич
Бучкури Александр Алексеевич (1870 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ [30-мӗшӗ], Бутурлиновка[d], Тӗп-Хура ҫӗрлӗ область[d] — 1942 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ, Воронеж) — совет саманин вырӑс художникӗ.
Пурнӑҫӗ
Таганрог купcby ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачаранпах усрав ашшӗн килӗнче ӳснӗ, вӑл арҫын ачан ӳкерес туртӑмне аталанма пулӑшнӑ[1]. 1906 ҫулта Александр Алексеевич Воронежра regcf хӗрӗпе, Васса Епифановӑпа пӗрлешнӗ.
Воронежри тӳлевсӗр ӳкерӳ шкулӗнче (1893—1897), Петербургри М. К. Тенишева шкулӗнче (1898—1899) пӗлӳ илнӗ. Императорӑн ӳнер академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ ӳнер училищине (1904 ҫулта) вӗренсе пӗтернӗ. И. Е. Репинӑн вӗренекенӗ[2].
1907 ҫулта Воронежа таврӑннӑ. Бучкурин юратнӑ теми вырӑс ялӗ тата унти ҫынсем пулнӑ, хӑйӗн арӑмне те час-часах ӳкернӗ. Тӗп хулана кайса тӗрлӗ куравсене хутшӑнса нумай ӗҫленӗ. Пётр I-мӗшӗн темиҫе портретне ӳкернӗ. 1909–1929 ҫулсенче Воронежри ӳнер шкулӗсемпе техникумӗсенче вӗрентнӗ. Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче Михаил Лихачев, Евгения Романовская тата ытти паллӑ художниксем. 1920–1930-мӗш ҫулсенче Воронежри, Орёлти, Курскри художниксен пӗрлӗхӗсене йӗркелеме хастар хутшӑннӑ.
1942 ҫулта, фашист ҫарӗсем Воронежа ярса илнӗ вӑхӑтра, Александр Алексеевич Бучкури тӑшмансен аллинче пуҫне хунӑ — ӑна хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле персе вӗлернӗ[3].
Пултарулӑх шӑпи
Художник хӑйӗн ӗҫӗсене арчана хурса пахчара пытарнӑ пирки сас-хура ҫӳренӗ, анчах вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӗсене тупайман. Вӗсен ҫуртне снаряд лексе аркатнӑ. 1995 ҫулта ҫеҫ Мускаври антиквар салонӗнче Бучкурин «Ҫип арлакансем» («Пряхи») ӳкерчӗкӗ тупнӑ пулнӑ. 2019 ҫулта вара аукциона унӑн «Чикан хӗрарӑмӗ» ӳкерчӗкне кӑларнӑ.
Тӗп ӗҫӗсем: «Хресчен хӗрарӑмӗсем» (1902), «Пытару» (1905 ҫул, А. И. Куинджи ячӗллӗ преми), «Кӗпе ҫӑвакансем» (1908), «Туй пуйӑсӗ» (1913), «Автопортрет ҫемйипе пӗрле» (1915), «Хресчен хӗрарӑмӗсен портречӗсем» (1910–1916), «Ҫаран ҫинчи апатлану» (1933), «Автопортрет» (1941) тата ыттисем те.
Астӑвӑм
Воронеж тата Бутурлиновка хулисенче художник ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ.
2020 ҫулта, вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа, Раҫҫей Почти ятарлӑ конверт тата гашени штемпелӗ кӑларнӑ[4].
2022 ҫулта Мускаври Сергей Андриякан акварель тата илемлӗ ӳнер академийӗнче унӑн пултарулӑхӗн куравӗ иртнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Кривцова М.А. А.А. БУЧКУРИ: МАТЕРИАЛЫ К БИОГРАФИИ // Современное художественное образование : сборник. — 2020. — .
- ^ Art-каталог: живопись и графика — художник — Бучкури Александр Алексеевич (1870—1942). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
- ^ город Бутурлиновка|Знаменитые люди г. Бутурлиновка|А. А. Бучкури. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Почта выпустила специальные конверты к 150-летию воронежского художника(паллӑ мар). РИА Воронеж (17 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
Библиографи
- А. А. Бучкури. Жизнь и творчество: Воспоминания о художнике. — Воронеж, 1958;
- Лунева М. «Он отличный художник» // Берег. — 1996, 12 янв.;