Быков Яков Васильевич

Быков Яков Васильевич (1913 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ, Турхан (Хĕрлĕ Чутай районĕ) — 1988 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ, Бишкек) — совет саманин математикӗ, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1960[1]), профессор (1962), Кӑркӑс ССР Ӑслӑлӑх академийӗн пайташ-корреспонденчӗ (1960). Кӑркӑс ССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1963). Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[2][3].

Пурнӑҫӗ

1938 ҫулта Хусанти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

1946–1961 ҫулсенче Кӑркӑс патшалӑх университетӗнче кафедра пуҫлӑхӗ, ӑслӑлӑх тӗлӗшӗпе проректор пулса ӗҫленӗ. 1961–1966 тата 1978–1983 ҫулсенче — Кӑркӑс ССР Ӑслӑлӑх академийӗн Физикӑпа математика институчӗн уйрӑмӗн ертӳҫи, 1966–1975 ҫулсенче — Краснодарти политехника институтӗнче кафедра пуҫлӑхӗ. 1983–1988 ҫулсенче — Кӑркӑс ССР Ӑслӑлӑх академийӗнче аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, консультант[2].

Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Интегро-дифференциаллӑ танлаштусен теорийӗн специалисчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑтлӑ тата вӑхӑт-вӑхӑтлӑ тенӗ пекех коэффициентсемлӗ йӗрлӗ дифференциаллӑ танлаштарусене тӗпченӗ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсем хӑйсен пӗлтерӗшӗсен вариаци теорийӗпе тата операторлӑ танлаштарусен теорийӗнчи вариаци меслечӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Пӗтӗмпе 560 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ (ҫав шутра 7 монографи) ҫырса кӑларнӑ. Вӑл ертсе пынипе нумай доктор тата кандидат диссертацийӗ хӳтӗленӗ[3].

Тӗп ӗҫӗсем:

  • О некоторых задачах теории интегродифференциальных уравнений. Фрунзе, 1957.
  • Осцилляция решений операторно-разностных уравнений с конечными разностями первого порядка. Фрунзе, 1986.
  • Колебаемость решений некоторых классов уравнений в конечных разностях. Фрунзе, 1988.

Хисепӗсем

  • Кӑркӑс ССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1963).
  • 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗ.
  • 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗ.
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ.
  • Медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хӑшпӗр ҫӑлкуҫсенче доктор диссертацине 1961 ҫулта хӳтӗленӗ тесе палӑртаҫҫӗ.
  2. ^ 1, 2 Краснов Н. Г. Быков Яков Васильевич. Электронлӑ чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Быков Яков Васильевич. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Краснов Н. Г. Быков Яков Васильевич // Чӑваш энциклопедийӗ.

Каҫӑсем