Вăрçă

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Вăрçă — политика пĕрлĕхĕсен (патшалăхсем, йăхсем, политика ушкăнĕсем тата ыттисем те) хушшинче тухнă хĕç-пăшаллă хирĕçӳ. Карл Клаузевиц çырнă тăрăх, вăрçă вăл урăх мелсем çине куçнă политика çеç. Вăрçă вăхăтĕнче хĕç-пăшалпа кăна мар, çавăн пекех экономика, дипломати, тата ытти мелсемпе те усă кураççĕ.

Вăрçă пуçланса кайни, унăн тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçăсем пуçланса кайнин тĕп сăлтавĕ — политикă ушкăнĕсем хăйсен тулашĕнчи тата шалти пулăмĕсене пурнăçа кĕртес шутпа хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе усă курни.

Тепĕр енчен, европа обществисем, XX ӗмӗрте çав тери аркатуллă вăрçăсем алхаснă хыççăн, лăпкăлăхра пурăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем темле улшăнусенчен питĕ хăраса пурăнаççĕ. Çакна совет обществинче Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вĕçленнĕ хыççăн «Вăрçă çеç ан пултăр» идеологема питĕ уçăмлă кăтартать.

XIX ӗмӗрте çарсене халăха вăрçма мобилизацилеме ксенофоби сĕмĕпе усă кураççĕ.

Вăрçă сăлтавĕсем тата тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкĕтленӳ (пропагандă) енĕпе вăрçăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:

  • тĕрĕслĕхшĕн çапăçнисем. Ку вăрçăсем шутне ирĕке кăларакан вăрçăсене кĕртеççĕ.
  • тĕрĕсе хирĕç çапăçни. Ку вăрçăсен тĕллевĕ — çĕнĕ çĕрсене тытса илесси, е колонилесси. Тĕнче прави тăрăх ку вăрçăсем тĕнче шайĕнчи преступлени шутланаççĕ.

Вăрçăна сарални шайĕпе вырăнти тата тĕнче хирĕçĕвĕсем пулаççĕ.

Вăрçăн историллĕ тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи вăрçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам ĕмĕрсенчи вăрçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă пуçланса кайсан — вăрçакан çĕршывсем хушшинчи дипломатии ĕçĕсемпе урăх хутшăнусем чарăнса лараççĕ, вĕсем хушшинчи килĕшӳ хучĕсем тата ытти çыхăнусем хăйсен паллине çухатаççĕ. Çаплах, тĕслĕхрен, 1904—1905 çулсенчи Вырăс-япун вăрçи пуçлансан Раççейпе Япони хушшинчи XIX ӗмӗрте хучĕ Сахалинпа Курил утравĕсем çинчен çирĕплетсе çырнă килĕшӳ хучĕсем хăйĕн вăйне çухатнă пулаççĕ.

Этемлĕх кун-çулĕн вăрçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX ӗмӗрчен вăрçăсен экономика никĕсĕ ансăр пулнă, вара вĕсенче сахал çынлă çарсем çеç хутшăннă. XIX ӗмӗрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче, уйрăмах XX ӗмӗртенпе вăрçă экономики çапăçакан енсен хăватне чылай туртать, хăйĕн тамăк кустарми çине нумай миллион халăх-çынна туртса кĕртме тытăнать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 70 млн. ытла çын хутшăннă, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче — 110 млн.

Этемлĕх кун-çулĕнче вăрçăсем пирки пĕр тĕслĕ сӳтĕ-яву çук.

Хирĕçекенсен тĕллевĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]