Вăрман çывравçи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Вăрман çывравçи - питĕ йăрă та çивĕч чĕрчун; ытларах вĕтлĕхсенче тĕл пулать. Йăвине çак çывравçă Апат шырама инçе çӳремест - тĕрлĕрен улма-çырлана çывăхрах тупать. Уйрăмах йĕкел, мăйăр, панулми юратать, тĕрĕлĕрен хурт-кăпшанка та кăмăлласах çиет. Çуркунне аçи амине шăршă тăрăх тупать. Пĕр уйăхран çурисем пулаççĕ, уйăх çурăран амăшĕнчен уйрăлса хăйсем валли йăва çавăраççĕ. Вăрман çывравçисене çăхансем, чакаксем, ула кураксем, тăманасем, сăсарсем тапăнаççĕ. Ӗмĕрĕ 3 çултан иртмест. Вăрман çывравçисем пирĕн тăрăхри вăрмансенче йышлăн пурăнаççĕ.