Вăрман витĕр тухрăмăр
Вăрман витĕр тухрăмăр | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | элтешле юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Вăрман витĕр тухрăмăр — Чăваш халăх юрри темелле. Анчах юрра йĕркелесе майлаштарас ĕçе Василий Воробьёв композитор хутшăннăран, ăна та автор теме пулать. Никифор Ваçанка поэт сăввине çырас ĕçĕ хутшăннă.
Юррăн сăвви
Вăрман витĕр тухрăмăр
Вăрман витĕр тухрăмăр, тухрăмăр
Вăрман витĕр тухрăмăр
Врене çулçи çутипе, çутипе
Врене çулçи çутипе
Хир-хир урлă каçрăмăр, каçрăмăр
Хир-хир урлă кааçрăмăр
Сарă тулă пуссипе, пуссипе
Сарă тулă пуссипе
Ял-ял витĕр тухрăмăр, тухрăмар
Ял-ял витĕр тухрăмар
Электриццă çутипе, çутипе
Электриццă çутипе
Ĕçĕпĕр те çийĕпĕр, çийĕпĕр
Ĕçĕпĕр те çийĕпĕр
Ĕмĕр пĕрле пурнăпăр, пурнăпăр
Ĕмĕр пĕрле пурнăпăр
Тулли телей курăпăр, курăпăр
Тулли телей курăпăр
Атте-анне пилĕпĕ, пилĕпе
Атте-анне пилĕпе.
Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.
Кунти виççĕмĕш куплета Никифор Ваçанка çырнă шутланать. Вăл çырнисен йĕресем каярахри ытти куплетсенче те пур. 1930-мĕш çулсенчи идеологи витерĕннине кура, чат унашкал япаласене катертме тăрăшнă.
Юррăн кĕвии
Василий Воробьёв композитор.