Вăтам Урал
| Вăтам Урал | |
|---|---|
| Администраципе территори пайӗ | Раҫҫей Федерацийӗ[1] |
| Патшалӑх | |
| Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 266 |
| Ту хысакӗ | Урал тăвĕсем |
Вӑтам Урал — Урал тӑвӗсен чи лутра пайӗ, ҫурҫӗр енчи Конжаков Чулӗн анлӑшӗсемпе кӑнтӑр енчи Юрма тӑвӗсем (59°— 5525 ° ҫурҫӗр широти), хӑшпӗр урӑх ҫӑлкуҫсем тӑрӑх — Ослянка тӑвӗнчен пуҫласа Ӗпхӳ юханшывӗн анлӑ лаптӑкӗ таран (56° тата 59° ҫурҫӗр широти хушшинче[2]).
Вӑтам Урала орографи енчен лайӑх уйӑрнӑ: Урал тӑвӗсем кунта лутраланаҫҫӗ, ту ярӑмӗн ҫирӗп меридион тӑсӑлӑвӗ кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енӗпе ылмашӑнать. Кӑнтӑр Уралпа пӗрле Вӑтам Урал тем пысӑкӑш пӗкӗ туса хурать, ӑна мӑкӑрӑлчӑк енӗ хӗвелтухӑҫнелле ҫавӑрать, пӗкки Ӗпхӳ платоне — Вырӑс платформин тухӑҫ мӑкӑрӑлчӑкне — ҫавӑрса илет.
Ту хырҫисем
Климат
Вӑтам Урал климатне йӗркелес ӗҫре Атлантика океанӗнчен вӗрекен анӑҫ ҫилӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ӑшӑ та сивӗ юхӑмсем улшӑннине пула ҫанталӑк эрне хушшинче кӑна мар, талӑк та час-часах улшӑнать. Атлантика океанӗнчен инҫерех пулни тата Ҫӗпӗрти кӳршӗлӗх Вӑтам Урал климатне континентлӑ тӑваҫҫӗ, ҫакӑ температура улшӑнӑвӗнче палӑрать.
Урал тӑвӗсем сывлӑш массисене анӑҫран тухӑҫалла куҫарсан чӑрмав пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак сӑлтава пула юшкӑн хӗвеланӑҫ енчи ту тайлӑмӗнче тухӑҫринчен чылай пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах тусем кӑнтӑрти е ҫурҫӗр енчи сывлӑша куҫарма чӑрмантармаҫҫӗ. Арктикӑн сивӗ сывлӑшӗ час-часах ту хырҫи тӑрӑх кӑнтӑралла чылай аякка кӗрет, ӑшӑ та типӗ кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле куҫать. Уйрӑмах ҫуркуннепе ҫулла, Уралтан тухӑҫалла ҫак улшӑнусем ҫирӗп мар ҫанталӑк ҫуратаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура — 18 °, анчах та сивӗсем те — 50 ° C таран пулаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнчи вӑтам температура +18 °. Сивӗсӗр тапхӑр Вӑтам Уралӑн кӑнтӑр енче 110—120 кун, ҫурҫӗрте 90—95 кун пырать. Тухӑҫра ҫулсерен 400—-500 миллиметр юшкӑн ӳкет, кӑнтӑр-тухӑҫра 380 миллиметр таран, ҫурҫӗрте 700 миллиметр таран.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 GEOnet Names Server — 2018.
- ^ Средний Урал, Большая советская энциклопедия. — М.: «Советская энциклопедия», 1969—1978 гг.