Валинке
| Валинке | |
|---|---|
| Жанр | чăваш мусăкĕ |
| Ҫулсем | 1970 - хал. вăх. |
| Патшалӑх | |
| Йӗркеленӗ вырӑн | Элĕк |
| Чӗлхе | чӑвашла |
| Йыш | 60 çын |
Валинке — Чăваш Енри Элӗк районӗнчи чăваш халăхĕн юрăпа ташă пултарулăхĕн ушкăнĕ.
Тури чăвашсен юрри-ташшине, йăли-йĕркине упракан фольклор ушкăнĕ утмăла яхăн çынран тытăнса тăрать.
Ертӳçĕ — Лидия Васильевна Филиппова.
Валинке тытăмĕ
Чăваш ташă-юррин пĕрлешĕвĕ çул ӳсĕмĕпе виçĕ ушкăна пайланать: аслисен, вăтаммисен, тата ача-пăчасен. Пурĕпе «Валинккере» 60 яхăн çын — вĕрентӳçсем, шкул ачисем, тухтăрсем, пенсионерсем, культура ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.
Мусăкçăсем авалхи чăваш инструменчĕсемпе, çав шутра палнай, най, хупху, тутут, кавал, параппан, усă кураççĕ.
Ача-пăча ушкăнĕ
"Çеçпĕлсем" ача-пăча ушкăнĕн репертуарĕнче сăпка юррисем, вăйă юррисем, ташăсем, такмаксем, вăйасем, юмахсем. Вĕсем уява, йăла-йĕркене хутшăнаççĕ. Ачасен ушкăнĕ «Черчен чечексем» («Цветы Чувашии») тата ««Пĕчĕк çеç путене»» («Перепелочка») фестивалĕсен лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Валинке ушкăна 1970 çулта Элĕкри культура керменĕн директорĕ Любовь Михайловна Константинова тăрăшнипе пуçтарнă.
1995-2001
1995-2001 çулсенче коллектива Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи фольклор уйрăмĕнче пĕлу илнĕ Алина Афанасьева ертсе пынă.
1995 çулта Волгоград хулинче иртнĕ «От Волги до Дона» (Атӑлпа Тан хушшинче) фестивале хутшăннă.
2000 çулта Валинке Ӗренпур облаҫӗнче чăваш культурин фестивалĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
2001 çулхи юпа уйăхĕнче Валинкене Хусанри патшалăх культура институтĕнче хор дирижёрĕ дипломне илнĕ Инна Витальевна Афанасьева ĕçе килет.
2006-2008
2006 - 2008 çулсенче вĕсем Мускав, Волгоград, Сарăту, Киров хулисенче, Пушкӑрт Республикинче, Тутарстанра, Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче ташă-юрăпа савăнтарнă.
2010
2010 çулхи çĕртмен 25-27-мĕшĕсенче паллă вырăс тĕпчевçин, этнографăн тата фольклористăн Д.К. Зеленинăн тăван кĕтесĕнче — Удмурт Республикин Завьялов районĕнчи Люк ялĕнче — регионсем хушшинчи «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) V фольклор фестивальне хутшăннă. [1]
2011
2011 çулта ушкăн Красноярск Енне çак тăрăхра пурăнан чăвашсен Чӳклеме уявне хутшăннă. Инçе çултан каялла таврăнма май Тĕмен тата Екатеринбург хулисенче концертсемпе аякри чăвашсене савăнтарнă[2].
Çитĕнĕвĕсем
- Иккĕмĕш диплом, Пĕтĕм Раççейри фольклор ушкăнĕсен "Хрусталь çăлкуçĕ" 5-мĕш фестивалĕ, 2008, çурла, Чулхула облаçĕ, Богородск.
«Валинке» чылай фестивале — «Раççей çăлкуçĕсем», «Сăрпа Çавал çаврисем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем» —, çаплах республикăри «Акатуйсене» хутшăннă.
- Элĕкри «Валинке» халăх фольклор ансамблĕ Геннадий Заволокин ячĕллĕ «Выля, купăс» Пĕтĕм тĕнчери III фестивале хутшăннă
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Пурнăç çулĕпе, хаçат, 2008, ҫурла, 13.
Каçăсем
- НАРОДНЫЙ ФОЛЬКЛОРНЫЙ АНСАМБЛЬ «ВАЛИНКЕ» 2020 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Народный фольклорный ансамбль "Валинке" 2014 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Валинке Одноклассники сайтра