Вальпараисо
Вальпараисо | |
---|---|
исп. Valparaíso | |
Ялав | Герб |
![]() | ![]() |
![]() | |
Почта индексӗ | 2340000 |
Этнохороним | Porteño тата Porteña |
Лаптӑкӗ |
|
Ӳкерчĕк:Valparaíso 9451.jpg | |
Сехет тӑрӑхӗ | UTC−4[d] |
Вырӑнти телефон кочӗ | 32 |
Официаллӑ сайт | municipalidaddevalparaiso.cl(исп.) |
Категория фильмов, снятых в этом месте | Q19363177? |
Халӑх йышӗ |
|
Администраципе территори пайӗ | Valparaíso[d] |
Патшалӑх | |
Город-побратим | Овьедо, Бадалона, Санта-Фе[d][4], Лонг-Бич[d], Шанхай, Гуандун[d], Кальяо[d], Бат-Ям, Малакка[d], Новороссийск[5], Пусан[d], Кордова[d], Одесса[6], Росарио[d][7][8], Малакка[d][9], Барселона, Салвадор[d], Сан-Франциско тата Гуанахуато[d] |
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт | 1536 |
Является административным центром | Вальпараисо[d], Вальпараисо[d] тата Valparaíso[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 10 метр |
Участник организации или коллектива | Сеть творческих городов[d][10] |
Официаллӑ ят | исп. Valparaíso |
![]() |
Вальпараисо (Valparaíso) — Чилири хула тата тинӗс порчӗ. Вальпараисо облаҫӗн, Вальпараисо провинцин тата пӗр ятлӑ коммунӑн административлӑ тӗп хули. Пысӑк Вальпараисо хула агломерацийӗн тӗпӗ шутланать. Хулара 296 655 ҫын (2017 ҫул) пурӑнать.
Территори — 401,6 км². Пурӑнан халӑх йышӗ — 296 655 ҫын (2017). Халӑх йышлӑхӗ — 738,7 ҫын /км².
Ячӗ
Хулана ҫапла Хуан де Сааведра ят панӑ, вӑл хулан пӗрремӗш уҫаканӗ шутланать. Хуанӑн тӑван хули — Вальпараисо-де-Арриба (Valparíso de Arriba). Анчах Вальпараисо ят пуҫланса кайнин тепӗр версийӗ те пур. Унпа килӗшӳллӗн, тахҫан Джованни Баттиста, Латин Америкин Лӑпкӑ океан ҫыранӗ хӗррипе чи малтан ишсе тухнӑ ҫынна, «Val del paraiso» е «Valle del Paraíso» тесе ят панӑ. Ҫак ята «"ҫӑтмах айлӑмӗ"тесе куҫараҫҫӗ. Трансформация этого прозвища и считается название города Вальпараисо. Вырӑнти ҫынсем хӑйсен хулине Вальпо тесе ачашшӑн калаҫҫӗ.
Вальпараисо хулан урӑх ячӗ те пур — Панчо (Pancho). 1846 ҫулта Сан-Франциско чиркӗвне тума пуҫланӑ. Ҫак чиркӗвӗн башнине Вальпараиспа моряксем ҫыран хӗрринчен пур ҫӗртен те курнӑ. Ҫав башньӑра чиркӳ тӑрри те вырнаҫнӑ, тӑррине тимӗр хӗрес илемлетнӗ. Ҫав башньӑна тинӗс пехотинецӗсем Панчо тесе ят панӑ. Вальпараисӑна тата «"Лӑпкӑ океанӑн ахахӗ"» Between Two Worlds: Memoirs of a Philosopher-Scientist p. 120.
Вырнаҫӑвӗ
Хула Чилин тӗп хулинчен Сантьяго хулинчен 104 ҫухрӑмра ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.
Кӑнтӑрта унпа Касабланка коммуни, тухӑҫра — Килпуэ коммуни, ҫурҫӗр-тухӑҫра — Винья-дель-Мар коммуни чикӗленет. Залив Вальпараисо хулан кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ, унтах Береговая Кордильера та вырнаҫнӑ. Лӑпкӑ океан шывӗсем хулана анӑҫпа ҫурҫӗр енчен ҫуса тӑраҫҫӗ.
Вальпараисо — Чилин тӗп порчӗ тата пысӑкӑшӗпе тата пӗлтерӗшӗпе ҫӗршывӑн иккӗмӗш хули. Хула Вальпараисо кӳлмекӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче, Ҫыран Кордильеры тайлӑмӗсенче амфитеатр вырнаҫнӑ.
1990 ҫулта Сантьягӑран Вальпараисӑна влаҫа децентрализацилес тӗллевпе парламента — Чили Наци Конгресне — ятарласа тунӑ ҫурта — куҫарнӑ. Наци Конгресӗнче Чили президенчӗсен инаугурацийӗ пулса иртет.
Ӑнлантарусем
- ^ 2017 Chile census
- ^ 2017 Chile census
- ^ archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ http://www.santafe.es/data/ficherosadjuntos_contenidosweb/contenidos_664_418_20120413115519.pdf
- ^ https://admnvrsk.ru/o-gorode/goroda-pobratimy/valparaiso-chili/
- ^ https://omr.gov.ua/ua/international/goroda-partneri/valparaiso-chili/
- ^ https://www.rosario.gob.ar/web/gobierno/internacionales/relaciones-bilaterales#hermanamientos
- ^ http://www.municipalidaddevalparaiso.cl/archivos/convenios_C.H_2013.pdf
- ^ http://msdesk.mbmb.gov.my/twincities/glance.cfm
- ^ https://en.unesco.org/creative-cities/events/unesco-designates-66-new-creative-cities
Каҫӑсем
- Вальпараисо / Е. В. Баранчиков // Большой Кавказ — Великий канал. — М. : Большая российская энциклопедия, 2006. — С. 556—557. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 4). — ISBN 5-85270-333-8.