Варяг (ракета крейсерĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Шаблон:Вăрçă карапĕ (ракета-артиллери)

«Варяг» (ракета крейсерĕ, 1164 «Атлант» проекчĕн виççĕмĕш карапĕ, Раççей Лапкă океан флочĕн флагманĕ. Крейсере Николаеври 61 коммунар ячĕллĕ карап тăвакан савутра 1980-мĕш çулсен пĕрремĕш пайĕнче тунă.

Кун-çулĕ

1979 çулта тума пуçланă, шыва 1983 çулта антарнă, 1989 çулхи юпан 16-мĕшĕнче хĕсмете тăнă.

Малтанхи ячĕ «Червона Украина». СССР аркансан крейсер Раççейре юлнă; 1996 çулта «Варяг» ята куçарнă.

2002 çултанпа Лăпкă океан флочĕн флагманĕ шутланать. 2005 çулта «Варяг» крейсера ЛОФ ушкăнĕн вăрçă карапĕсен шучĕпе ĕçлĕ визитпа Малайзие, Индонезие, Бруней султаната тата КХР çитнĕ. 2006 - 2008 çç. «Дальсавутĕнче» ТЭХ улăштарнă. 2008 çулхи юпа уйăхĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корей Пусан портне кĕнĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнче официаллă китайсен Циндао портне çитнĕ.

2010 çулхи çĕртме уйăхенче официаллă мар визитпа американсен Сан-Франциско портне çитнĕ[1][2].2010 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корейсен Инчхон портне кĕнĕ.

Фотопухăм

Асăрхавсем

Каçăсем

  • РУВИКИ.Медиа-ра