Василевский Алексей Степанович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Василевский Алексей Степанович

Василевский Алексей Степанович (1937 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ, Хуракасси, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чӑваш АССР2012 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Канаш) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Йошкар-Олари М. Горький ячӗллӗ Атӑлҫи вӑрман институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1959). Чӑваш АССРӗн тата Мари АССРӗн вӑрман хуҫалӑхӗн тытӑмӗнче ӗҫленӗ, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхӗнче (1967—1971) лесничи, тӗп лесничи пулса, 1971—1977 ҫулсенче — Канаш механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулса. Канаш районӗн халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председательне (1977—1989) суйланӑ. Ҫак тапхӑрта районта колхозсен, совхозсен, предприятисен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Улшӑнусем районӑн тата халӑхӑн социаллӑ пурнӑҫӗнче палӑрмаллах витӗм кӳнӗ. 1989—2000 ҫулсенче республикӑн вӑрман отраслӗн аппаратӗнче патшалӑх тӗрӗслевӗн пайӗн пуҫлӑхӗнче, тӗп патшалӑх инспекторӗнче, Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗнче, ял хуҫалӑх тата хатӗрлев ӗҫченӗсен профсоюзӗн Канаш райкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ.