Васильев Николай Ермолаевич
Васильев Николай Ермолаевич (1947 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Етӗрнекасси, Ишлей районӗ) — ял хуҫалӑх ӗҫне йӗркелекенӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1964 ҫулта Ишлейри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, кайран Шупашкар хулинчи совет парти шкулӗнче (1972–1974; «экономист-организатор» специальность), Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче (1987) пӗлӳ илнӗ[2].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Шкултан вӗренсе тухсан 1964–1965 ҫулсенче Киров ячӗллӗ колхозра сыснасене пӑхнӑ. Кайран ӑна Етӗрнекасси ял клубӗн заведующийӗ пулма шанса панӑ, кунта вӑл 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫленӗ[2].
1969 ҫултанпа «Ишлейски» откормсовхозра тӑрӑшнӑ. Малтан физкультура инструкторӗ пулнӑ, кайран — профком председателӗ. Ун хыҫҫӑн партком секретарӗ таран ӳссе ҫитнӗ (ку вырӑна 1980 ҫулта пушатнӑ)[3].
1981 ҫулта, кӑрлач уйӑхӗнче, ӑна «Слава» совхоз директорне лартнӑ[2]. 1987 ҫулхи нарӑҫ уйӑхӗччен ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн каллех «Ишлейски» совхоза таврӑннӑ[2]. 2000 ҫулччен вӑл кунта зоотехник, тырпул хатӗрлес ӗҫӗн директор ҫумӗ, экономист вырӑнсенче тӑрмашнӑ. 2000 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен «Букет Чувашии» ТМЯП-ра зоотехник пулса ӗҫленӗ[3].
2006–2016 ҫулсенче Николай Ермолаевич Шупашкар районӗн Ишлей ял тӑрӑхӗн ветерансен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2016 ҫулта ӑна тӗрӗслевпе ревизи комиссийӗн председательне куҫарнӑ[2].
Ҫемье
Мӑшӑрӗ — Васильева Клавдия Петровна. Унпа пӗрле Николай Ермолаевич виҫӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ. Мӑнуксем, мӑн мӑнуксем пур[2].
Хисепӗсем
- «Партире хастар ӗҫленӗшӗн» орден[2];
- «Парти умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден[2];
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа» медаль[1];
- «Правда» хаҫат 100 ҫулта» медаль[2];
- «В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 140 ҫул тултарнӑ ятпа» медаль[2];
- «Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул» медаль[2];
- «Гражданла хӳтӗлев отличникӗ» паллӑ[1];
- «Комсомолта хастар ӗҫленӗшӗн» паллӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 104. — 505 с.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 http://www.gatd.archives21.ru/tehnotron/vistavki/Vasiliev_NE/index.html
- ^ 1, 2 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1841.html
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 104. — 505 с.