Васильев Федот Васильевич
Васильев Федот Васильевич (1915 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ, Шаккӑл (Шупашкар районӗ)|Шаккӑл, Шупашкар уесӗ — ҫӗртме, 1985) — чӑваш педагогӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1938 ҫулта Ҫӗрпӳри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ.
1938–1939 ҫулсенче Энтимӗркассинчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, хӗсмете хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикине кӗрекен Могилёв хулара ирттернӗ. 1941 ҫулта Аҫтӑрханти ҫар училищине пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине стрелоксен II бригадинче взвод командирӗ пулса хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче аманнӑ, II ушкӑнӑн сусӑрӗ.
Вӑрҫӑран таврӑнсан, 1945–1958 ҫулсенче Колешшари пуҫламӑш шкул заведующийӗ тата ҫар ертӳҫи[2], Самуккассинчи пуҫламӑш шкул заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1958–1973 ҫулсенче Ҫатра-Хочехматри шкулта заведующи пулнӑ.
Хисепӗсем
Федот Васильевича ҫак медальсемпе чысланӑ[3]:
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитни» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» медаль.
Ӑнлантарусем
- ^ Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 106. — 505 с.
- ^ https://www.kugesilib.ru/images/dokyment/Kolesha-Toxmeevo.pdf
- ^ http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1851.html
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 106. — 505 с.
- Воротников М.А., Воротникова В.П. Имя твое — в памяти поколений. Книга 2. — Цивильск, 2009.