Васильев Феликс Самуилович
Ҫын пирки | |
Васильев Феликс Самуилович | |
Çуралнă вăхăт | 30.9.1961 (62 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Васильев Феликс Самуилович (Ойкас, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1961 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Муркаш районӗнчи Ойкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ, Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ (1979—1981 ҫҫ.) Муркаш районӗнчи Киров ячӗллӗ колхозра водитель пулса ӗҫленӗ. Унтан Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1987) вӗренсе пӗтернӗ. Ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ: 1987—2008 ҫулсенче — Саланчӑк лесничествинче техник-вӑрманҫӑ, вӑрман ӑсти тата лесничи пулӑшуҫи, 2008—2017 ҫулсенче — Саланчӑк лесничествин лесничийӗ. 2017 ҫултанпа — Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн Саланчӑк участок лесничествин пуҫлӑхӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2012);
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти;
- Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти.
Вуламалли
- Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 142. — 168 с.