Васкавлӑ ӗҫ тӑвакан ятарлӑ отряд кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Васкавлӑ ӗҫ тӑвакан ятарлӑ отряд кунӗ
Раҫҫей ШӖМӗн эмблеми
Раҫҫей ШӖМӗн эмблеми
Тӗсӗ Професси уявӗ
Официаллӑ День специального отряда быстрого реагирования
Урӑхла СОБР кунӗ
Ҫирӗплетнӗ 2004, нарӑс, 11
Йӗркеленӗ Раҫҫей ШӖМӗ
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун чӳк, 9
Уявлани Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ

Васкавлӑ ӗҫ тӑвакан ятарлӑ отряд кунӗ — Раҫҫей ШӖМӗн СОБР отрячӗсенче тӑракансен професси уявӗ, ҫулсерен ӑна Раҫҫейре чӳкӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Историйӗ тата уявлани

1978 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Социализмлӑ Совет Республикисен Союзӗнче, СССР ШӖМӗн 0707 №-лӗ хушӑвне тӗпе хурса, Мосгорисполкомӑн шалти ӗҫсен Тӗп управленийӗ ҫумӗнче ятарлӑ ӗҫ тӑвакан милицийӗн пӗрремӗш отрядне йӗркеленӗ. Ун чухне ОМСН йӗркеленин тӗп тӗллевӗ 1980 ҫулта СССР тӗп хулинче Ҫуллахи Олимп вӑййисене ирттернӗ вӑхӑтра ӗҫе васкавлӑ пурнӑҫласси тата инкек кӑларнӑ пӑтӑрмахсене хӑвӑрт сиресси пулнӑ.

2004 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Шалти Ӗҫсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан (каярахпа шалти ӗҫсен министрӗ пулса тӑнӑ) милици генерал-полковникӗ Рашид Гумарович Нургалиев 85 № хушу кӑларнӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ:

1. 1978 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшне милици отрячӗсен ятарласа уйрӑмӗсене йӗркеленин кунӗ тесе йышӑнас. 2. Чӳкӗн 9-мӗшне Раҫҫейӗн ШӖМ системине ятарлӑ ӗҫ тӑвакан милици отрячӗсен кунӗ тесе пӗлтермелле. 3. Криминаллӑ милици службин, Раҫҫей ШӖМӗн СКМ ГУБОП пуҫлӑхӗсен, шалти ӗҫсен министрӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ГУВД, УВД начальникӗсен Раҫҫей ШӖМӗн тытӑмне кӗрекен ятарлӑ ӗҫ тӑвакан милици отрячӗсен кунне ҫулсерен паллӑ тумалла, ҫак отрядри уйрӑммӑн палӑрнӑ сотрудниксене чысламалла[1].

2005 ҫулта, хӑй кӑларнӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май, «Ятарлӑ ӗҫ тӑвакан милицийӗн отрячӗсен кунне» халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ май Рашид Нургалиев тӗллевсене тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа палӑрнӑ «Рысь» ОМСН ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе, кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ[2].

2009 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ милици генерал-полковникӗ Михаил Суходольский милици спецназӗн боецӗсем ҫине пӑхса вӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланӑ май, сӑмахран, ҫапла каланӑ:

Эпир «уйрӑм, ятарлӑ ӗҫ тӑвакан е васкаса ӗҫ тӑвакан милици отрячӗн сотрудникӗ» тенӗ чухне вӑй-хал енчен самай аталанса ҫитнӗ пысӑк профессионала ӑнланатпӑр, — тенӗ унта пухӑннисен умӗнче тухса каланӑ май Михаил Суходольский. — Питӗ нумай яш, вӑтам шкулсенче вӗренекенсем, ҫав шутра ачасем те, сирӗн пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Манӑн шухӑшпа, ҫитес вӑхӑтра сирӗн отряда лекес текенсен йышӗ ҫав тери пысӑк пулӗ. Палӑртса хӑвармалла, паянхи куна илес пулсан та ОМОН-па СОБР-та ҫын ҫитменнипе йывӑрлӑх тӑмасть. Отрядсен командирӗсем ҫак службӑра хӗсметре тӑмашкӑн ҫӗршыври лайӑххисенчен чи лайӑххисене, тивӗҫлисенчен чи тивӗҫлисене суйласа илме пултараҫҫӗ[3].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем