Ватерлоо патĕнчи çапăçу

Ватерло́о патĕнчи çапăçу — XIX ĕмĕрти чаплă çарпуçсенчен пĕрин Наполеон I франци императорĕн юлашки çапăçăвĕ. Наполеон Францире Бурбон ăрăвĕнчен хăйĕн влаçне тавăрас тĕллевпе Европăри пысăк патшалăхсен коалицине хирĕçле тапратнă çапăçу («Çĕр кун çапăçăвĕсем»). Наполеона хирĕçле европа монархĕсен Çиччĕмĕш коалицийĕ хирĕç тăнă.

Ватерлоо (гол. Waterloo) — хальхи Бельги территоринчи пурăнан вырăн, Брюссельрен 20 çм, Шарлеруаран тухакан çул çинче ларать. Çапăçу иртнĕ тапхăрта хальхи Бельги çĕрĕ Нидерландсен Патшалăхĕ йышĕнче шутланнă. Çапăçу 1815 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пруссем ăна çаплах Бель-Альянсе патĕнчи (Schlacht bei Belle-Alliance), франчсем Мон-Сен-Жан патĕнчи çапăçу тенĕ.

Хирĕçекен вăйсем

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем