Веллингтон

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Веллингтон — (Wellington) — Ҫӗнӗ Зеландин тĕп хули, çĕршыври иккĕмĕш пысăк хула, Полинези çĕршывĕсен тĕп хулисенчен чи пысăкки.

Хула ячĕ вырăнти халăхĕн (маори чĕлхин сăмахĕнчен "Те Фанауи-а-Тара" ( Te Whanganui-a-Tara) пулса тухнă.

Халăх йышĕ

2005 çулхи халăх çыравĕн хыпарĕпе, Веллингтонăн хула картинче 370 000 çын, хула çумĕнчи пурăну вырăнĕсенче («мăн Веллингтон» шутне кĕрекен) 182 000 çын шутланать. Çулсерен халăх йышĕ вăтамран 3.5% ӳсет.

Хула 290 тв.çм. çĕр лаптăкне йышăнать.

Халăхăн 19% — 15 çултан кĕçĕн ача-пăча, 9% яхăн — 65 çултан аслисем. Этнос ушкăнĕсенче европейсем чылайрах — 81% сахал мар. Вĕсем хыççăн — маори йăхĕсем, шучĕ — 4% ытларах. Урăххисем Ази патшалăхĕсенчен тата Полинезирен куçса килнĕ халăх çыннисем. Чылай усă куракан чĕлхе — акăлчан. Çаплах нимĕç , франци, маори, самоан, китай чĕлхисемпе калаçнине илтме пулать. Веллингтонра пурăнакансен чылайăшĕ иуда тĕнĕпе будда тĕнĕ те анлă сарăлнă.

Истори

Ӳкерчĕк:Wellington nz.jpg
Веллингтонăн панорами

Çутçанталăк уйрăмлăхĕсем

Хула Çурçĕр утравĕн кăнтăрĕнче, Кук кӳлмекĕнче вулканран пулса ларнă Лэмбтон-Харбор бухтăн çыранĕнче вырнаçнă. Кунта хаяр шторм çилĕсем тулласа вĕреççĕ. Хулана сăртсем хупăрлаççĕ. Климачĕ — тинĕс субтропикĕ. Кăрлачри вăтам температура +16, утăра — +8 градуа яхăн. Пĕр çул хушшинче вăтамрант 1445 мм нӳрĕк ӳкет, ытларах çумăр. Тусенче çӳлте юр çăвать. Хула сейсмохăрушуллă. Çутçанталăкри ӳсен-тăран: йывăçсемпе тĕмĕсем, ытларах пĕрмай симĕссисем.

Аталану тапхăрĕ

Ӳкерчĕк:Wellington nz.jpg
Веллингтон сăн-пичĕ.

маори халăхĕн çĕрĕсене туртса лиме тытăннă. Уильям Уэйкфилд — Çĕнĕ Зеланди компанинче ĕçленĕскер — паянкунхи Веллингтон вырăнĕнчен çурçĕреллех хула никĕсне хунă. Анчах та Хатт шывĕ сарăлса кайнипе Веллингтон фельдмаршала чысласа ят панă, вăл ун чухне пĕрлешĕннĕ анкăл-холланд çарĕсене ертсе пыраканĕ пулнă. Хула тăвакансене Веллингтон херцăк питĕ пысăк пулăшу кӳнĕ. 1848 çулта хăват çĕр хусканăвĕ пулать, хула ишĕлет, 1854 çулта та çав сăлтавпах чвлай çын вилĕме каять. 1865 çултанпа Веллингтон Ҫӗнӗ Зеландин тĕп хули.

Этеплĕхĕ

Веллингтон — çав тери капăр та хăтлă хула, чылай кĕпер, виадук, тоннель, парк тата сквер хулана илем кӳреççĕ. Нумай тĕслĕ архитектура сăнлăхĕ: Таса Павăл соборĕ те хăй патне куç тимлĕхне туртать. Çуллĕ ту айăккинче çĕр вăйне илнĕ ботаника сачĕ чуна ăшшăн иллентерет.

Каçăсем