Виолончель

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
виолончель

Виолонче́ль (Violoncello, кĕскен Cello) — 4 хĕлĕхлĕ сĕркĕчлĕ хатĕр. Янăравĕн çӳллĕшĕпе виола (итал. viola da Gamba) хатĕрне улăштарнă.

Йĕркелехĕ альтăн пекех, анчах та октави хулăмрах. тенор тата sol уççипе çыраççĕ. Виолончель — соло кĕввисенче те, оркестăрта та мăнаçлă пархатарлă кĕвĕ хатĕрĕ шутланать. Оркестăр тата камера кĕввисенче виолончель хăйĕн хевтелĕхĕпе икĕ çĕр çул тăршшĕпех ĕнтĕ сĕрме инструмент ушкăнĕнче сĕрме купăса çеç мала ярать.

Виолончеле вертикаль майĕпе йĕпĕпе урай çине тăрăтарса лартаççĕ. Выляканĕ пукан çинче ларса, инструмента чĕркуççисем хушшинче тытать.

Чи малтанах, Доменико Габриели (1659-1690) хайĕн сонатисемпе пьесăсине кĕртнĕ, кайран И.С.Бахăн тата малашнехи кĕвĕçсен ĕçĕсенче палăрса пынă. XVIII ĕмĕрте виолончель паянкунхи виçеллĕ (ун чухнех тата пĕчĕкрех тĕрлĕ тĕсĕсем ăсталанаççĕ – каярах вĕсем усăллăхара тухса ӳкеççĕ) пулса тăрать.

Паллă виолончель выляв ăстисем

  • Р. Гарбузова
  • Н. Гутман
  • А. Э. Глен
  • А. В. Кузнецов
  • К. А. Миньяр-Белоручев
  • М. Л. Ростропович
  • Г. Д. Цомык
  • В.З. Чахвадзе
  • Д. Б. Шафран