Волковенко Афанасий Иванович

Волковенко Афанасий Иванович (1907, Томск кӗпӗрни[d]1944 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ, Ровненская область[d]) — гварди аслӑ лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Афанасий Волковенко 1907 ҫулта Томск кӗпӗрнин Васильчуки ялӗнче (халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Алтай Енӗн Ключевской районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1928ҫултан 1931 ҫулччен Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Хӗсметрен таврӑнсан Фрунзе хулинче (халӗ Бишкек, Кӑркӑсстан) администраципе хуҫалӑх ӗҫӗсенче тӑрӑшнӑ [1].

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хӗсмете каялла чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсене ҫитнӗ. Мускав хӳтӗлевӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ [2].

1942 ҫулхи ака уйӑхӗччен гварди аслӑ лейтенанчӗ Афанасий Волковенко Анӑҫ фрончӗн 1-мӗш гварди кавалери корпусӗн 1-мӗш гварди кавалери дивизин 6-мӗш гварди кавалери полкӗн кавалери эскадронне ертсе пынӑ. Вӑл полкпа пӗрле Смоленск облаҫӗнче нимӗҫсен тылӗнче пилӗк уйӑх хушши ҫапӑҫнӑ.

1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Волковенко эскадронӗ Угран районӗнчи Мăн Мышенка ялне ирӗке кӑларнӑ, эскадрон командирӗ хӑй 5 тӑшман салтакне пӗтернӗ, хӑех аманнӑ пулин те, стройра юлнӑ [1]. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче эскадрон Всходы ялӗ патӗнче Угра юханшыв урлӑ каҫу вырӑнне ярса илнӗ тата унӑн тӑрӑхне тытса тӑнӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн эскадронӗпе пӗрле тӑшман дзотне пӗтернӗ те 30 салтакне тата офицерне вӗлернӗ, хыҫҫӑн фронт йӗркине каҫса тухнӑ [1].

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫапӑҫура харсӑрлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» гварди аслӑ лейтенанчӗ Афанасий Волковенко Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ [1]. Анчах та вӑл тивӗҫлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне те, Ленин орденӗ те илеймен, мӗншӗн тесен 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ровно облаҫӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ [1][2]. Радивилов хулинче (малтан Червоноармейск) Хисеп мемориалӗнче пытарнӑ.

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ;
  • Ленин орденӗ;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Волковенко ячӗпе Радивилов хулинчи урам ятне панӑ.
  • Волковенко ячӗпе Алтай Енӗн Ключевской районӗнчи Васильчуки ялӗнче 1981 ҫулта асӑну плити тата Паттӑр бюстне вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Волковенко Афанасий Иванович. www.warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Волковенко Афанасий Иванович. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.