Волков Андрей Алексеевич

Волков Андрей Алексеевич 1914 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Минино[d], Новопокровский сельсовет[d]1981 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ, Çĕн Çĕпĕр Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1], [2], [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 3-мĕш гварди кавалери корпусĕн 5-мĕш гварди кавалери дивизийен 104-мĕш танк полкĕн танк эскадронĕн командирĕ, лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1914 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Минино ялӗнче (халӗ — Новосибирск облаҫӗн Тутар районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкултан, унтан автомеханиксен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шофер-механик пулса ӗҫленӗ. 1936—1938 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, кӗҫӗн лейтенант званипе саппас тӑван ҫӗрне таврӑннӑ, облпотребсоюзӑн районсен хушшинчи базинче шофёр-механик пулса ӗҫленӗ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Волкова каллех хӗсмете чӗннӗ. Ельня патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Мускавшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче Калинин фрончӗн 35-мӗш механизациленӗ бригадӑн уйрӑм разведка ротин командирӗ пулнӑ. Танкӑн механик-водителӗ пулнӑ шӑллӗне Александра тӗл пулсан ӑна хӑйӗн экипажне куҫарма мехел ҫитернӗ. 1942 ҫулхи кӗркунне Белый хули ҫывӑхӗнче Волковӑн роти тӑшманӑн 3 танкне тӗп тунӑ та батальон штабне тыткӑна илнӗ, ҫакӑншӑн Волкова «Хӑюлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Пӗр контрудар вӑхӑтӗнче рота окружение лекнӗ. Горючи пӗтсен ротӑри чӗрӗ юлнӑ танкистсем вунӑ кун хушши ҫуран утнӑ. Фронт линийӗ урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн вӗсене ҫар вӗрентӗвне ӑсатнӑ.

Таврӑннӑ хыҫҫӑн Волков Вязьма патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, унта танка, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери установкине тата минометсен виҫӗ батарейине тӗп тунӑ, уншӑн ӑна 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе наградӑланӑ. Ҫак ҫапӑҫусенче аманнӑ. 1943 ҫулта Волков ВКП (б) ретне кӗнӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне вӑл 5-мӗш гварди кавалери дивизийӗн 104-мӗш танк полкӗн танк эскадронӗн командирӗ, лейтенант пулнӑ, Беларуҫ ССРне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.

Волков роти хӑйӗн полкӗ йышӗнче Орша, Лида, Гродно хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ, тӑшманӑн нумай ҫар техникине тата темиҫе ҫӗр тӑшман салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Минск облаҫӗнчи Гута ялӗ патӗнче Волков танкне вут тӗртсе ҫунтарнӑ, анчах командирӑн пушар сӳнтерсе малалла ҫапӑҫма май килнӗ, тӑшманӑн 2 танка хирӗҫ туппине, 2 тягача, 1 миномёта, 30 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Ляховка ялӗ патӗнче Волков ертсе пыракан тӑватӑ танк нимӗҫсен колоннине атакӑланӑ, тӑшманӑн темиҫе теҫетке автомашинӑна тата темиҫе ҫӗр салтакпа офицерне тӗп тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Лоск хулишӗн пынӑ ҫапӑҫура Волков роти тӑшмана флангран тата тылран атакӑланӑ. Рота командирӗ 8 пулемёта, 1 артиллери туппине, 60 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне хӑй тӗп тунӑ. 1944 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Тухӑҫ Пруссире Волков йывӑр аманнӑ, тӑнне ҫухатнӑскере Сувалкири госпитале илсе ҫитернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Андрей Алексеевич лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7278) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1946 ҫулта Волкова госпитальтен кӑларса демобилизациленӗ. Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ, Новосибирскри облпартшкултан вӗренсе тухнӑ. 5 ҫул Мошков райӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ, кайран тӗрлӗ совет организацийӗсенче ертсе пыракан должноҫсенче пулнӑ. Малтан Новосибирск облаҫӗнчи Карасук хулинче, унтан Новосибирскра пурӑннӑ. 1981 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче вилнӗ, Новосибирск хулинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Андрей Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Андрей Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Андрей Алексеевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Андреев Г. И., Вакуров И. Д. Герои — сибиряки. — Новосибирск, 1967.

Каçăсем