Волков Евдоким Денисович
Волков Евдоким Денисович (1922 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ, Почепский уезд[d], Гомельская губерния[d] — 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ, Лоевский район[d], Гомель облаҫӗ[d]) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 65-мĕш çарĕн 193-мĕш стрелоксен дивизийӗн 685-мĕш стрелоксен полкĕн миномёт ротин командирĕ, аслă лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче Брянск облаҫӗнчи Почепское районне кӗрекен Короткое ялӗнче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта ҫемйипе пӗрле Краснодар крайӗнчи Тбилиси районӗнчи Ново-Пеховский хуторне куҫса кайнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ.
1941 ҫулта ӑна Рабочи-хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1942 ҫулта пехота училищинчен вӗренсе тухса фронта янӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Сталинград тата Тӗп фронтсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Сталинград ҫапӑҫӑвне, Сева операцине, Курск ҫапӑҫӑвне тата Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне Вӑта фронтӑн 65-мӗш ҫарӗн 193-мӗш стрелоксен дивизин 685-мӗш стрелоксен полкӗн миномёт ротин командирӗ, аслӑ лейтенант. Беларуҫ ССРӗн Гомель облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.
Волков роти тӑшманӑн икӗ атакине Сож шывӗн анӑҫ ҫыранӗнче сирсе янӑ. Ҫапӑҫура Волков тӑшманӑн 10 салтакӗпе офицерне хӑй тӗп тунӑ. Днепр урлӑ каҫнӑ чухне рота хӑйӗн ҫулӑмӗпе плацдарма ярса илме пулӑшса десант батальонне пулӑшнӑ. 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Волков Крупейки ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Гомель облаҫӗнчи посёлокра пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Евдоким Денисович аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн);
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Волков ятне Лоев хулинчи тата Краснодар крайӗнчи Ново-Пеховское салинчи урамсене панӑ.
- Почеп хулинче Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Мн.: Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.