Волосевич Пётр Семёнович
Волосевич Пётр Семёнович (1908, Александрия уесӗ[d], Херсон кӗпӗрни[d] — 1940 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Ленинград облаçĕ) — хӗрлӗармеец, 255-мĕш стрелоксен полкĕн (123-мĕш стрелоксен дивизийĕ, 7-мĕш çар, Çурçĕр-Анăç фрончĕ) стрелокĕ, 1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçине хутшăннăскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (вилнĕ хыççăн, 1940).
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Пётр Семёнович Волосевич 1908 çулта Херсон кĕпĕрнин Александри уесĕнчи Ивановка ялĕнче (халĕ Украинăн Днепропетровск облаçĕн Кривой Рог районĕ) хресчен килйышĕнче çуралнă [1][2]. Вырăс.
4 класс вĕренсе пĕтернĕ, ялта ĕçленĕ [1][2].
1939 çулта РККА хĕсметне чĕнсе илнĕ. 1939 çулхи совет çарĕсен Анăç Украинăна ирĕке кăларнă походне, 1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçине хутшăннă [1][2].
1940 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче Выборг хули (финнла Виипури) патĕнчи çапăçура красноармеец Волосевич хăйĕн тĕслĕхĕпе салтаксене атакана хăпартнă. Вăл пĕрремĕш сĕрме купча хӳтĕлевне çĕнсе каçнă, сăртăн çакăнса тăракан хĕррине хăпарнă та тăшман дотне çитнĕ. Çак çапăçура вилнĕ [1][2]. Выборгăн кăнтăр енчи пĕрле пытарнă çăва (братская могила) çинче пытарнă [1][2].
СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1940 çулхи акан 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе «финн шурă гвардине хирĕçле фронт çинче командованин çар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн тата çакăнта кăтартнă харсăрлăхпа паттăрлăхшăн» красноармеец Пётр Волосевича Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ (вилнĕ хыççăн) [1][2].
Хисепĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ (1940 çулхи акан 11-мĕшĕ, вилнĕ хыççăн);
- Ленин орденĕ [1][2].