Волошенко Михаил Фёдорович
Волошенко Михаил Фёдорович (1924 ҫулхи акан 25-мӗшӗ, Прохоровка районӗ[d] — 1945 ҫулхи акан 14-мӗшӗ, Бранденбург[d], Прусси ирӗклӗ патшалӑх[d]) — командир отделени 838-мĕш стрелоксен полкĕн (237-мĕш стрелоксен дивизийĕ, 40-мĕш çар, Воронеж фрончĕ), сержант, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943) [1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Михаил Фёдорович Волошенко 1924 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Камышевка ялӗнче (халӗ Белгород облаҫӗн Прохоровка районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ [1][2][3]. Вырӑс. 4 класс вӗренсе пӗтернӗ [1][2]. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ хӑйӗн ялӗнче иртнӗ, ӗҫлеме ӗрчетленнӗ. 7 ҫулта ашшӗ вилнӗ, ӑна ӳстерме юлнӑ. Вӑл выльӑх пӑхса ӳснӗ [2][4].
1943 ҫулта Прохоровка районӗ нимӗҫсен оккупацийӗнчен ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ [2][4]. Воронеж фрончӗн 838-мӗш стрелоксен полкне (237-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 40-мӗш ҫар) янӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Киев облаҫӗн Кагарлык районӗнчи Гребени ялӗ районӗнче Днепр юханшывне пӗрремӗшсенчен каҫса тухнӑ [1][3][2]. Пӗр ушкӑнпа пӗрле сылтӑм ҫыранта плацдарма ярса илнӗ, нимӗҫсен нумай контратакисене сирсе унӑн тӑрӑхне тытса тӑнӑ [1][2][3].
СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1943 ҫулхи юпан 23-мĕшĕнчи хушăвĕпе «нимĕҫсен тапăнса килекен ҫарĕсене хирĕҫле ҫапăҫу фронтĕнче командованин ҫар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăҫланăшăн, Днепр урлă ăнăçлă каçнăшăн тата ҫапăҫура харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн» сержант Михаил Волошенко Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ, Ленин орденĕпе «Ылтăн Ҫăлтăр» медальне (№ 2938) панă [1][3][2].
1945 ҫулхи акан 14-мĕшĕнче Польшăри Костшин (Кюстрин) хулишĕнчи ҫапăçура вилнĕ [1][2][3]. Костшин хулинчи вăрçă ҫăвинче пытарнă [1][2].
Хисепĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ (1943 ҫулхи юпан 23-мĕшĕ, медаль № 2938);
- Ленин орденĕ (1943 ҫулхи юпан 23-мĕшĕ, орден № 16109);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ, 1-мӗш степень (1945 ҫулхи ҫӗртмен 10-мĕшĕ, вилнĕ хыççăн) [3][1].
Астăвăм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Волошенко Михаил Фёдорович. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Волошенко Михаил Фёдорович. Белгородский бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Волошенко Михаил Фёдорович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Волошенко Михаил Фёдорович. Прохоровская библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.