Воробьёв Михаил Исаакович
Воробьёв Михаил Исаакович (1928 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ, Колешша — 2007) — совет саманин тата Раҫҫейӗн фотокорреспонденчӗ.
Кун-ҫулӗ
1928 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Колешша (Шупашкар районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче «Культура» колхозра Колешша, Сопаккасси, Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Елаш ялсенче кӗтӳҫ пулса ӗҫленӗ. 1948 ҫултанпа Шупашкарти «Текстильстрой» трестӑн СМУ-1 управленинче плотник пулнӑ[1].
1949 ҫулта ӑна Совет Ҫарне хӗсмете илнӗ. Унтан вӑл 1953 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче таврӑннӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Малтан ТЭЦ-1 машинист вӗренекенӗ пулнӑ, кайран ӑна котлоагрегатсен машинисчӗ пулма шанса панӑ.
2007 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ӗҫӗсем
Машинист пулса ӗҫленӗ майӑн сӑн ӳкерес ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӑйӗн пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкне Шупашкарти аэропортра А.Г. Николаев вӗҫсе килсен тунӑ.
Михаил Исаакович хуласемпе ялсене ӳкерме кӑмӑлланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл паллӑ ҫынсене ӳкернӗ, аваллӑх саманчӗсене упрама тӑрӑшнӑ. Колешша ял клубӗнче унччен заведующи пулса ӗҫленӗ Николаев В.Н. тӑрӑшнипе Воробьёв тунӑ чылай ял сӑнӗллӗ сӑнӳкерчӗк упранса юлнӑ, вӗсемпе халӗ те тӗрлӗ куравсенче паллашма май пур[2].
Чыславӗсемпе хисепленисем
Михаил Исаакович ятне ТЭЦ-1 Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ. Хула юбилейӗ тӗлне унӑн ятне ҫавӑн пекех Шупашкар Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.
Чысланисем:
- «Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав» орденӗ;
- «Хисеп палли» орденӗ;
- «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
- «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа» медаль;
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «СССР энергетикипе электрофикациленин отличникӗ»;
- Хисеп хучӗсем.
Пӗтӗм союз шайӗнчи «Манӑн ҫӗршыв» фотокурава хутшӑннӑшӑн ӑна СССР культура министрӗн дипломӗпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Воробьёв Михаил Исаакович. Энциклопедии наследия Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день фотографии: люди, остановившие мгновение. Бичуринское сельское поселение (19 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
Вуламалли
- Мы солдаты второй мировой : [сборник / авт.-сост. М. И. Иванов]. — 2005. — 268 с.
Каҫӑсем
- Воробьёв Михаил Исаакович // Энциклопедии наследия Чувашии
- Михаил Исаакович тунӑ сӑнсем // foto.cheb.ru